Юсанипе кăна мар
Чăваш Республикинче нумай хваттерлĕ çуртсем çĕнелмелле. Кăçал 178 объектра 958 миллион тенкĕлĕх ĕçсем пурнăçламалла. Кашни çуртрах тĕплĕ юсав ирттерекен подрядчиксене палăртнă. Иртнĕ çулта нумай хваттерлĕ 187 çурта юсама палăртнă. 123 объектра ĕç пурнăçланă, 20-шĕнче йышăну тапхăрĕ пырать. Ытти çуртра хальлĕхе тĕплĕ юсав вĕçленмен. Вĕсене утă уйăхĕччен ĕçе кĕртме палăртаççĕ. Кăçалтан тĕплĕ юсав тӳлевĕ расна – лифтлă çуртра пурăнакансем пĕр тăваткал метршăн 7 тенкĕ те 51 пус тӳлеççĕ, çуккисен 6 тенкĕ те 92 пус кăларса хумалла. Юсав ĕçĕсене пурнăçланипе кăмăлсăррисем те сахал мар. 2021-мĕш çулта вĕсем 630 çăхав çырнă. Вунпĕр объектпа халĕ суд ĕçĕсем пыраççĕ. Çурта пăхса тăрасси те тĕп вырăнта пулмалла. Вĕсене тимлесе тăракан пĕрлешӳсен яваплăрах пулмаллине палăртрĕç тĕл пулура