Хысна пысăкланнă

Республика хысни тата пысăкланать. Ултă миллиард тенкĕлĕх. Кун пирки республика ертӳçи ертсе пыракан канашлура каларĕç. Унта Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем те хутшăнчĕç. Тӳрлетӳсем кĕртнĕ хыççăн республика хысни 73 миллиард тенкĕпе танлашĕ. Çав вăхăтрах республикăн хăйĕн тупăшĕпе планлани 2 миллиард тенкĕлĕх ӳсет. Тăкак та пысăкланать, ултă миллард тенкĕ ытлалăх. Социаллă культура тытăмне аталантарма тата хушма 5 миллиард тенкĕ ытла уйăрĕç. Ĕç укçи, социаллă тӳлевсем – пысăк пай çаксем çине кайĕ. Паллах, наци проекчĕсене пурнăçлассине куçран вĕçертмеççĕ. Шкулсене тĕпрен юсасси, çурт-йĕр хăпартасси, çулсем тăвасси тата ытти те. Ку енсемпе те малалла ĕçлеме палăртаççĕ. Чăваш Ен ертӳçи Олег Николаев хыснана улшăну кĕртмессерен кашнинче канашламаллине каларĕ. Çавăн пекех район-хула ертӳçисемпе тата вырăнти çынсемпе тĕл пулса ĕçлессине мала кăлармаллине палăртрĕ. Хыснари улшăнусене вара пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче иртекен Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн ларăвĕнче пăхса тухĕç

12+
3 просмотра
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии