Агроволонтерсен слечĕ иртĕ
«Раççей ялĕ» федераци проекчĕпе килĕшӳллĕн Чăваш Енре агроволонтерсен слечĕ пулать. Вăл çу уйăхĕн 27-29-мĕшĕсенче Тăвай районĕнче «Упа кĕтесси» кану базинче иртет. Агроволонтерсен слечĕ «Ялта чи лайăххисем» ятпа иртĕ. Çамрăксен канăвĕ интереслĕ те тухăçлă пулмалла. Каччăсемпе хĕрсем валли палаткăсен лагерьне йĕркелĕç. Слета пурĕ 1200 çын хутшăнĕ. Вĕсем пурте 18 çул тултарнă, ялта пурăнакан çамрăксем. Ял хуçалăх предприятийĕн ĕçченĕсем, тухтăрсем, педагогсем, культура ĕçченĕсем. Ырă пуçару çĕршывра пĕрремĕш хут иртет. Унăн тĕллевĕ – ял çамрăкĕсен тата агроволонтерствăна аталантарас енĕпе кăсăкланакан мĕн пур çынсен вăй-халне пĕрлештересси. Слет кунĕнче çавра сĕтелсем, конкурссем, уçă тӳпе айĕнче кино кăтартма, концертсем ирттерме палăртнă. Спорт ăмăртăвĕсем те иртĕç