Велосипедпа, самокатпа пĕлсе ярăнмалла
Çуллахи вăхăтра велосипедпа, электросамокатпа, скейтбордпа ярăнса шар куракансен шучĕ нумайланать. Ку енĕпе Чăваш Енре 63 инкек çирĕплетнĕ. Икĕ урапаллă хатĕрсене кăмăллакансене асăрхаттарас, вĕсене çулçӳрев йĕркисене аса илтерес тĕллевпе Чăваш Енре ăсталăх класĕ иртрĕ. Çула тухнă чухне мĕн асра тытмалла? Кун çинчен – малалла тĕплĕнрех. Çуллахи тапхăрта икĕ урапаллă «юлташпа» çула тухма çав тери аван. Педаль çавăрнă е самокатпа ярăннă вăхăтра вара чылайăшĕ çул çӳрев йĕркисем çинчен манать. Çак сăлтава пула хаваслă вăхăт синкерлĕ лару-тăрăва куçма пултарнине палăртаççĕ ăсталăх лаççине йĕркелекенсем. Тĕплулăва ытларах шкул ачисемпе студентсем, велоспорт хастарĕсем хутшăнаççĕ. Специалитсен канаш-сĕнĕвĕ вĕсемшĕн пурнăç урокĕ евĕрех. ВЯЧЕСЛАВ ПЛАТОНОВ: «Çула тухнă чухне тумтирне те пăхас пулать, мĕнле тăхăнмалла, мĕн тăхăнмалла. Çумăр пулать пулсан, çумăр айне каймалла мар. Типĕ вăхăтра тухнă, калăпăр, ирхине, кайран çумăр çума пуçланă, мĕнле те пулин çумăртан хӳтелекен тумтир кирлĕ. Пуç çинче шлем пулма кирлĕ. Çул тăрăх çӳремелли правилăсемпе вăл кирлĕ мар пек, унта çырман ун пирки, анчах эпир пурне те яланах пуç çине шлем тăхăнма сĕнетпĕр». Юлашки çулсенче электросамокатпа ярăнакансен йышĕ ӳснĕ. Çак хатĕрпе машина çине пырса çапăннă тĕслĕхсем Шупашкарта та пур. Халăха асăрхаттарас тĕллевпе çул çӳрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн ĕçченĕсем тăтăшах рейдсем ирттереççĕ. АНДРЕЙ ЕРШОВ: «Электросамокатсем 250 ватт таран çитнĕ самокатсем вĕсем пешеход тесе шутланаççĕ. Вĕсен çул çинче çӳремелле мар, тротуар тăрăх çеç çӳремелле. 250 ваттран хăватлăрах электросамокатсем пулсан вĕсене «М» категори кирлĕ. Вĕсен вара çул тăрăх çӳренĕ чухне права пĕрле пулмалла, документсем. Инспекторсем чарсассăн çав документсене тĕрĕслеме памалла». Велосипед чаркăчĕ ĕçлеме пăрахсан мĕн тумалла? Синкерлĕ лару-тăру сиксе тухсан пĕрремĕш пулăшу еплерех кӳмелле? Çак тата ытти ыйту хуравне халĕ ăсталăх лаççине хутшăннă хастарсем аван пĕлеççĕ. Ăша хывнă теори пĕлĕвне вĕсем практика шайĕнче те кăтартса пачĕç. Ятарлă лапамра вара велоспорт хастарĕсем хăйне евĕрлĕ хăнăхтару туса, чăрмавсене парăнтарса хăйсен ăсталăхĕпе паллаштарчĕç. Юлия Адюкова, Милена Алексеева, Юрий Марков