Добавить
Уведомления

Суйлав кампанине хатĕрленеççĕ

«Тĕрĕс Раççей – Патриотсем – Тĕрĕслĕхшĕн» политика партин регионти уйрăмĕн конференцийĕн 3-мĕш тапхăрĕ иртрĕ. Унта суйлав кампанине республикăри мунициалитетсенче тивĕçлĕ шайра хатĕрленесси çинчен калаçрĕç. Тĕл пулăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăнчĕ. «Эпир сирĕнпе нумай çул пĕрле утатпăр. Эсир пĕлетĕр – çивĕч ыйтусене, кăлтăксене вăхăтра асăрхама пĕлнипе пĕрлех хăвăрăн та çак йывăрлăхсене сирме хатĕр пулмалла, çĕнĕлĕхсем сĕнмелле», – терĕ республика Пуçлăхĕ Олег Николаев конференцие уçнă май. Депутатсем ку шухăшпа килĕшрĕç. Раççей Патшалăх Думинче «Тĕрĕс Раççей – Патриотсем – Тĕрĕслĕхшĕн» политика фракцин представителĕ, финанс рынокĕн комитечĕн ертӳçи Анатолий Аксаков Чăваш Республикинче экономикăпа социаллă пурнăçа аталантарассишĕн нумай вăй хунине палăртрĕç. «Çынсене пулăшас тĕллевпе тăрăшса ĕçлени – политика партин йышĕнче те хастар, пуçаруллă пулма хистет», – терĕ вăл. Конференцире муниципалитет округĕсенче суйланма хатĕрленекен депутатсене те палăртрĕç. Кăçал республикăри 19 муниципалитет пĕрлешĕвне муниципалитет округне куçарма палăртнă. Регина Кубайкина, Милена Алексеева, Игорь Зверев

12+
15 просмотров
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии