Добавить
Уведомления

«Автанкасси –Муркаш – Чикме» çула юсаççĕ

Велосипед та, машина та, унта ларса пыракансем те такăр çула юратаççĕ. Çак ырлăхпа республика çыннисене тивĕçтерме «Хăрушсăр тата паха çулсем» наци проекчĕ пулăшать. Унпа килĕшӳллĕн хальхи вăхăтра «Автанкасси – Муркаш – Чикме» çула юсаççĕ. Ĕçсене йĕркепе килĕшӳллĕн пурнăçлаççĕ-и? Çак ыйту хуравне тишкерме Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Осипов вырăна çитсе килчĕ. «Автанкасси – Муркаш – Чикме» çулпа кунсеренех çĕршер транспорт иртсе çӳрет. Вĕсен шутĕнче Мари Республикине халăха турттаракан, ачасене шкула илсе килекен автобуссем, тĕрлĕ ял тăрăхне, больницăна, район администрацине каякан машинăсем те. Çавăнпа та çула юсаса йĕркене кĕртессе район çыннисем уйрăмах кĕтнĕ. ВЛАДИСЛАВ ИВАНОВ: «Лайăх, паллах. Лайăх ĕçлеççĕ ачисем. Çулĕ халь типтерлĕ, машинсене чупма та». 7 çухрăм ытла тăсăлакан çула çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче юсама пуçланă. Паянхи кун тĕлне ĕçсен 90 процентне пурнăçланă та ĕнтĕ. Контрактпа килĕшӳллĕн, çул сийне улăштарнипе пĕр танах унăн хĕррисене те çирĕплетеççĕ. ЮЛИЯ АДЮКОВА: «Çатракасси шкулĕнче вĕренекенсем авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче пĕлӳ çуртне хăтлă çулпа çитме пултарĕç. Çул тăвакансем хăрушсăрлăх ыйтăвне те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кунта, сăмахран, тротуар тăваççĕ. Çак ĕçсене пĕтĕмпех çурла уйăхĕн 30-мĕшĕнче вĕçлеме палăртаççĕ». Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Осипов та, ял халăхĕ те çул пахалăхĕпе кăмăллă. «Эпир халĕ çăтмахри евĕр пурăнатпăр», – теççĕ. НАДЕЖДА НИКИТИНА: «Лайăх туса пыраççĕ ĕçĕсене. Кĕске вăхăтрах вĕсем пире асфальт сарса пачĕç. Халĕ ĕнтĕ юлашки ĕçсене туса пыраççĕ вĕсем». Чăваш Енре «Хăрушсăр тата паха çулсем» наци проектне пурнăçлама кăçал 4 миллиард тенке яхăн укçа уйăрнă. Хальхи вăхăтра федераци бюджетĕнчен уйăрнă укçан 50 процент ытларахăшне усă курнă. Пĕтĕмĕшле çулталăк вĕçлениччен 114 çухрăм çула юсаса çĕнетме палăртаççĕ. Юлия Адюкова, Василий Дворников

12+
34 просмотра
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии