Асамлă Пиçиххи Шупашкара çитнĕ
Чăваш Ене асамлă Таса Турă амăшĕн Пиçиххийĕ çитнĕ. Шупашкарта вăл çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕччен пулĕ. Çу уйăхĕн 30-мĕшĕнче ăна Введени соборне илсе килнĕ. Республикăн тĕп храмĕнче вăл икĕ кун пулĕ. Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче ăна Пукрав Татиана чиркĕвне куçарĕç. Пиçиххие Раççее 2011 çулта илсе килнĕ. Вăл 14 хулара пулнă. Çав çулах Пиçиххин пĕр пайне Питĕрти Хусан чиркĕвне яланлăхах упрама панă