Çамрăк хоккеистсем ăмăртрĕç
Çамрăк пулсан та патвар, ĕмĕчĕсемпе – Олимп вăййисенче. Шупашкар-Арена спорт керменĕнче республика шайĕнче иртекен «Ылтăн шайба» ăмăртăвăн финалĕ иртрĕ. Хальхинче пăр çине хула ушкăнĕсенчи 2009-2010 мĕш çулхи ачасем тухрĕç. Чăваш Ен чысне Раççей шайĕнчи ăмăртусенче камсем хÿтĕлĕç? Çак ыйту хуравне тата вăйăри чи хĕрÿ самантсем çинчен Юлия Адюкова репортёр каласа парĕ. «Хурчкасем» тата «Юниор» ушкăнсемшĕн кĕтнĕ кун. Çак саманта çывхартас тесен темиçе вăйă, темиçе тапхăр урлă тухнă каччăсем. Çавăнпа та яваплăх туйăмĕ вĕсен нихçанхинчен те пысăк. Табло çинчи шута уçаканĕ «Хурчкасем» ушкăн пулчĕ. 15-мĕш номерлĕ хăюллă та патвар спортсмен «Хăравçă хоккейла вылямасть» текен каларăша чăннипех çирĕплетет. Хапхана шайба хыççăн шайба кĕртекенĕн çивĕчĕ те пур иккен. Снежана Максимова хăйĕн ăсталăхĕпе каччăсенчен нимпе те кая мар. Вăййăн 1 мĕшĕ тапхăрĕнче шута ертсе пыраканĕ те, хастар тапăнаканĕ те «Хурчкасем» ушкăн пулчĕ. Çапах «Юниор» дружина та парăнма хăнăхман. Кăна вĕсем 2-мĕш тапхăрта кăтартрĕç. АЛЕКСЕЙ ИРАКИН: «Хоккей питĕ вăйлă, питĕ кăмăллă иртет. Питĕ килĕшет. «Ылтăн шайба» ăмăрту вăл яланах кирлĕ. Эпĕ шутлатăп, яланах ачасене çакăн пек спорт енĕпе ăмăртусем ирттерсен питĕ кăмăллă». 6:5 шутпа вăйăра «Хурчкасем» çĕнтерчĕç. Хĕрÿ вăй вара ăмăрту вĕçленсен те лăпланмарĕ. Каччăсен çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмĕ вĕсене Раççей шайĕнчи тупăшура пулăшса пырĕ. АРСЕНТИЙ ШАШКОВ: «Пирĕн соперниксем вăйлăрах та пулаççĕ пуль-ха, анчах эпир çĕнтерме тăрăшатпăр. Эпĕ пăр çинче хăрамастăп, мĕншĕн тесен эпĕ чăн-чăн арçын». «Хурчкасем» ушкăн Чăваш Ен чысне Раççей шайĕнчи ăмăртура хÿтĕлĕç. Вăл Чулхула тăрăхĕнче иртĕ, пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче пуçаланĕ. Юлия Адюкова, Николай Скворцов