Ялсемпе хуласем пĕр хăвăртлăхпа аталанмалла
Ялсен хуласемпе танах аталанса пымалла. Унта пурăнакан çынсене мĕн пур хăтлăхпа тивĕçтермелле. Район центрĕсене комплекслă аталантарасси çинчен республика Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикунсерен ирттерекен канашлура сӳтсе яврĕç. Паян унта Хĕрлĕ Чутай районĕн малашлăхĕ пирки калаçрĕç. Республикăри район центрĕсем унта пурăнакансене мĕн пур çăмăллăхпа, йăлари хăтлăхпа тивĕçтермелле. Пысăк хуласемпе вырăнти хăй тытăмлăхсем хăвăрт аталанмалла. Медицина, вĕрентӳ, культура, строительство тытăмĕсем кал-кал вăй илсе пымалла. «Çавăнпа та пĕтĕмĕшле аталану çул-йĕрне палăртиччен тишкерӳ ĕçĕсем ирттермелле», – терĕ Чăваш Енри строительство министрĕ Павел Данилов. Унта районта миçе сыватмăш, шкул, лавкка, культура керменĕ, сывлăха çирĕплетекен учреждени, банк офисĕ, вĕсен банкомачĕсĕм, почта уйрăмĕ пуррипе тата ытти енпе те хаклаççĕ. Çав шутра районти центртан ялсене, хуласене çӳрекен транспорта та шута илеççĕ. Хĕрлĕ Чутай салинче юлашки 2020-21-мĕш çулсенче ача-пăча садне çӳрес кăмăллисен черетне пĕтернĕ. 160 пепке йышăнма пултарнă сад уçнă. Тепĕр иккĕшне тĕпрен юсанă. Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта икĕ сменăпа вĕренме пăрахнă. Кăçал та пысăк ĕçсем туса ирттерме палăртнă: парксене юсасшăн, çĕнĕ урамсене хăтлăх кĕртесшĕн, асфальт çулсене çĕнетесшĕн. Районти сыватмăшра хирурги уйрăмне хута ярасшăн, «Хастар» физкультурăпа спорт керменĕнче хоккей курупкине, трибунăсене те çĕнĕ сĕм кĕртес тĕллевлĕ. «Ăшăпа тивĕçтерессипе тĕллевлĕ ĕçлерĕмĕр, шывпа çыхăннă ыйтусене, шел пулин те, хальлĕхе туллин татса параймарăмăр-ха», – терĕ Хĕрлĕ Чутай район администрацийĕн ертӳçи Иван Михопаров. «Район аталанăвĕн стратегине мĕн пур социаллă тытăма, федераци, республика шайĕнчи программăсене шута илсе хатĕрлемелле. Эсир тухăçлă та курăмлă ĕçлетĕр», – терĕ республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ытти района та хĕрлĕчутайсенчен тĕслĕх илме сĕнсе. Ял хуçалăх техники ака-суха ĕçне тухма хатĕрпе пĕрех. Графикпа килĕшӳллĕн чылай районта тĕрĕслевсем иртнĕ, кăлтăксемсĕр мар. Муркаш районĕнче, тĕслĕхрен, хуçалăхсем панкрута тухнипе техникăна акана хатĕрлесе çитереймен. Чылай хуçалăхра «хурçă утсем» кивелнĕ. «Район администрацийĕн ертӳçисен те хастартарах хутшăнмалла çак ĕçе», – терĕ республика Пуçлăхĕ Олег Николаев. ВЛАДИМИР ДИМИТРИЕВ: «Кашни районсенче пĕр пек услови мар. Вăхăтра хатĕрленме пулать вĕт ĕç сахал чухне – кĕркуннепе хĕлле. Хăш-пĕр хуçалăхсем çанталăк ăшăтсан тин ĕçлеме пуçăнаççĕ. Ака уйăхĕ – хĕрӳ вăхăт. Пирĕн инспекторсен те, хуçалăх ертӳçисен те пире кăтартмалла ятарлă графиксемпе. Муркаш районĕнче пире кăтартаймарĕç вăхăтра. Паянхи куна вĕсен графиксемпе пулнă пулсан та, вĕсене графикпа куçарса çак тĕрĕслев иккĕмĕш эрнере иртет. Çакăн пек тĕслĕхсем Вăрнар районĕнче те пур». «Çĕмĕрле, Сĕнтĕрвăрри, Тăвай районĕсенче те ку ĕçе çитес вăхăтра вĕçлеме тăрăшмалла», – терĕ республика ертӳçи. Паянхи куна 1800-е яхăн ял хуçалăх техникине тĕрĕсленĕ. Йĕпреç, Пăрачкав, Комсомольски районĕсем ку енпе малта пыракансен шутĕнче. Кăçалтан патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерекен портал урлă та ял хуçалăх техникине тĕрĕслеме çырăнма пулать, хакĕ те самай йӳнĕрех. Регина Кубайкина, Павел Иритков