Элĕкри шкулта юлашки шăнкăрав

Элĕкри Иван Яковлев ячĕллĕ вăтам пĕлӳ паракан шкулта та юлашки шăнкăрав сасси янăрарĕ. 9-мĕш тата 11-мĕш класра вĕренекен çĕре яхăн каччăпа хĕр шкул пурнăçĕпе сывпуллашрĕç. Пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те хумахануллă çак куна вĕсемпе пĕрле пайларĕ. Шап-шурă бант, хăмăр форма, шурă саппун арки вĕлкĕшет вальс вăхăтĕнче. Хĕрсемпе каччăсем умĕнче анлă çул. Юлашки хут вĕсем пысăк йышпа пухăнса вĕрентекенсемпе пĕрле сăн ӳкерĕнеççĕ. Парта хушшинче ларнă юлташсем малашне тĕнчен тĕрлĕ кĕтесне саланаççĕ. Тăван шкулта вăй, ăс-хакăл пухса ӳссе çитĕннĕ каччăсемпе хĕрсене вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕ пурнăçра хăйсен тивĕçлĕ вырăнне тупма, кăмăла каякан профессие алла илме, тĕрĕс-тĕкел çулпа утма пиллеççĕ. Савăнăçпа хурлану куççулĕ юхать. Умра вĕсен тепĕр тĕрĕслев – патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсем. Светлана Ефремовăн ытам тулли чечек çыххи. Вăл паян хăйĕн юратнă 11-мĕш «е» класĕпе уйрăлать. Вĕсен йышĕнче унăн ывăлĕ Кирилл та пур. СВЕТЛАНА ЕФРЕМОВА: «Вĕсен малашне питĕ пысăк пурнăç пуçланать. Шкулсăр, ашшĕ-амăшĕсĕр. Çавăнпа та çав пурнăç çулĕ вĕсен такăр пултăр. Мĕн шутлани пурнăçлансах пытăр. Сывлăхĕсем çирĕп пулччĕр. Пире те манса ан кайччĕр. Иклччĕр шкула. Эпир яланах вĕсене курма кăмăллă. Телейлĕ çул пултăр сире, ачасем». Раççей, республика шайĕнче палăрнă каччăсемпе хĕрсен йышĕнче Ксения Никитина та пур. Вăл тĕрлĕ ăмăртура яланах малтисен ретĕнче пулнă. КСЕНИЯ НИКИТИНА: «Юлашки шăнкăрав – питĕ хумхануллă самант. Пире кунта питĕ лайах вĕрентрĕç. Тавтапуç пурне те». ДАНА НИКАНДРОВА: «Тăван шкула нихăçан та манас марччĕ пирĕн. Диплом илсе тăван шкула таврăнасчĕ». Владислав Волков шкул директорĕнче 30 çул ĕçлет, вăл та çак кун питĕ йывăр кун тесе палăртать. ВЛАДИСЛАВ ВОЛКОВ: «Пуриншĕн те ку пăлхануллă кун. Пĕрремĕш сентябрьте кашнине кĕтсе илетпĕр. Ачасене кĕтсе илме эпир яланах хавас. 11 çул хушшинче эпир вĕсемшĕн тус-юлташ пулса тăратпăр, пĕр çемье пек пулса тăратпăр. Çемьерен ачасем тухса кайнă чухне питĕ кулянатпăр. Ачасене пурнăç çулĕ çăмăл пултăр тесе сунатпăр». Регина Кубайкина, Алина Герасимова, Георгий Кривошеин

12+
46 просмотров
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии