Добавить
Уведомления

«Патриотизма ĕçпе çирĕплетмелле»

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Чăваш Республикинчи салтаксенчен тăракан стрелоксен 139-мĕш тата 324-мĕш дивизийĕсем йĕркеленнĕ пулнă. Хальхи вăхăтра та Украинăри ирсĕр тăшманпа кĕрешес тĕллевпе пуçарнă çар операцине хăй ирĕкĕпе хутшăнас кăмăллă Чăваш каччисене пухса «Атăл» наци батальонне йĕркелеççĕ. Вĕсене хавхалантарас тĕллевпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ кашнинех пĕр хутчен 200 000 тенкĕ тĕрев укçи памалли çинчен Хушу кăларнă. Наци батальонне хутшăнас кăмăллисем пур та. «Патриотизм сăмахра мар, ĕçре пулмалла», – тет Муркаш районĕнче çуралса ӳснĕ Сергей Голицын. Вăл хăй ирĕкĕпе Донбасра иртекен ятарлă çар операцине хутшăннă, тепĕр хут кайма та хирĕç мар. СЕРГЕЙ ГОЛИЦЫН: «Хам каймасассăн тата кам кайма пултарать. Хам тĕслĕхпе эпĕ тăрăшса хамăн ывăл ачасене пăхса çитĕнтерме ĕнтĕ. Хам тĕслĕхпе кăтартса ĕнтĕ, ман çине пăхса, патшалăха юратса çитĕнччĕр». Сергей Голицын хăй ирĕкĕпе Чечня Республикин «Ахмат» батальонне кайма кăмăл тунă. СЕРГЕЙ ГОЛИЦЫН: «Унта специальный база пур. Российский университет спецназа пур. Пире питĕ лайăх унта та кĕтсе илчĕç, вĕрентрĕç пире. Хыççăн çи-пуç тăхăнтартса, экипировка. Пĕтĕмпех лайăх. Ачасем унта пĕтĕм Российăран пуçтарăнаççĕ. Калининградран пуçласа Южный Сахалин таран. Таджикистан, Узбекистан. Сибирьтен нумайăн пулчĕç». Чăваш ялавне хăйпе пĕрле илсе кайни ăна вăй-хăват панă, хавхалантарнă. СЕРГЕЙ ГОЛИЦЫН: «Вăл мана чуна ăшăтса пычĕ. Кашни çĕрте, ăçта эпĕ пулнă, хамăн Чăваш флагĕпе. Кунта чăваш каччисем те пуррине кăтартма. Ытти ачасем ман çине пăхса – эсĕ мĕнле шутларăн – çапла тумалла терĕç».

12+
39 просмотров
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии