Афган паттăрĕсене халалласа
Паттăрсем манăçмаççĕ. Совет çарĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа кăçал 33 çул çитрĕ. Çавна май пĕтĕм Раççейĕпе, вăл шутра пирĕн республикăра та, кашни хулапа районта Афганистан вăрçине хутшăннă ентешсемпе тĕл пулусем ирттереççĕ. Патăрьел районĕнчи Тури Туçа вăтам шкулĕнче вĕренекенсем те паттăрсемпе курнăçрĕç. 1979-мĕш ҫулхи раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа 1989 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗччен тăсăлнă Афган вăрçи. 10 çул пынă хаяр вăрçа пирĕн республикăран çара кайнă ултă пине яхăн салтак хутшăннă. Шел пулин те, 100 ытла ентеш каялла таврăнайман. Сусăрланса килнисем те сахал мар пулнă. Сергей Раськин, Алевтин Мулюков, Анатолий Быков, Михаил Харитонов яш-кĕрĕмшĕн тĕслĕх. Нимрен хăрамасăр туллă-сăртлă Афган çĕрĕнче вĕсем хăрушă тăшмана хирĕç тăнă. Тури Туçари вăтам шкулта вĕсем яланах кĕтнĕ хăнасем. СЕРГЕЙ РАСЬКИН: «Афганистанра иртсе кайнă çулсем асра юлчĕç. Салтакра çирĕплĕх, туслăх. Пĕр-пĕрне пулăшни. БТРсем çĕмрĕлесси нумай пулкалатчĕ. Çав вăхăтра ачасем пĕр-пĕрне пăрахман. Ремонт тума аслăрах салтаксем вĕрентме тăрăшнă». Хĕсметре паллашнă, кайран инçетри Афган çĕрĕнче пĕрле салтак пăтти çинĕ юлташĕсене Сергей Раськин ниепле те манаймастăп тет. Вĕсемпе халĕ те тачă çыхăнура. Пĕр-пĕрин çинчен тĕрлĕ социаллă сетьре çырса, пĕлсе тăраççĕ. Хальхи çамрăксене тăнăçлăх сунатпăр теççĕ аслисем. Вăрçă вĕсен чĕринче тарăн йĕр хăварнине пытармаççĕ паттăрсем. АНГЕЛИНА ЩЕРБАКОВА: «Çак тĕл пулу мана питĕ килĕшрĕ, мĕншĕн тесен вăл ачасене хастар, паттăр пулма вĕрентет. Кашни çын хăйĕн çĕршывне хӳтĕлемелле. Эпĕ те ӳссен салтака кайма шухăшсем пур». АЛИНА ВИНОГРАДОВА: «Мана салтаксен туслăхĕ килĕшрĕ. Пирĕн вĕсенчен тĕслĕх илмелле. Вĕсен пекех туслă пулмалла. Пирĕн нихăçан та парăнмалла мар». Регина Кубайкина, Юлия Адюкова, Николай Скворцов