«Хамăрăннисене пăрахмастпăр»

Ятарлă çар операцине хутшăнса Луганск тата Донецк халăх республикинче халăха хӳтĕлекен салтакасене çак тапхăрта çăмăлах килмест. Раççейре пурăнакансем салтаксемпе пĕрле пулнине палăртса, вĕсене вăй хал сунса хавхалантарас тĕллевпе тĕрлĕ ĕç-пуç йĕркелеççĕ. Вун-вун хула «Хамăрăннисене пăрахмастпăр» авточупăва хутшăнчĕ. Тĕп хуламăрта пурăнакан ветерансен юхăмĕн пайташĕсем те айккинче юлмарĕç. Ветерансем тимĕр утсене ятарлă Z паллăпа илемлетрĕç. Шăпах çак паллăпа палăртнă техника хальхи тапхăрта ятарлă операцие хутшăнать. Ветерансем кашни çар тытăмĕн ялавĕсене те вырнаçтарчĕç. Çар çыннисем вара кирек епле ĕçре те çирĕп йĕркене пăхăнма хăнăхнă. Александр Журавлев хăй те хĕсметре еплерех тăрассине, çĕршыв умĕнче хăйĕн тивĕçне еплерех пурнăçлассине сăмах вĕççĕн çеç мар, куçа-куçăн тĕл пулса чухланă. АЛЕКСАНДР ЖУРАВЛЕВ: «Салтаксене хавхалантарас тесе хамăр шухăшпа, хамăр палăртса, акципеле палăртса хавхалантрамашкăн, малаллахи хăйсен йывăрлăхĕсене чăтса малалла тăрăшса килелле тавранма тесе ĕнте. Паянхи кун питĕ йывăр вĕсене. Хăйсен пурнăçĕсене шеллемесĕр вĕсем Украина халăхĕсене çавăн пек йывăрлăхран çăлса хăварма тăрăшаççĕ. Вăл питĕ йывăр». Салтаксем халĕ еплерех ларура пулнине авточупăва хутшăнакансем аван пĕлеççĕ. Хăйсем те вилĕмпе куçа-куçан тĕл пулнă темелле. Çавăнпах салтаксене вăй-хал, çирĕплĕх сунса акцие хутшăнас тенĕ те вĕсем. НИКОЛАЙ КРЫЛОВ: «Хам эпĕ унта пулмасан та эпĕ хамрăн ачасене мĕнле те пулин пулăшасшăн. Вайпа пулăшаймасан та, çавах чунпа-чĕрепе эпир вĕсемпе пĕрле яланах». Ялавсене вырнаçтарнă хыççăн тимĕр утсем çула тухрĕç. Хула витĕр тухса кашнинех «хамăрăннисемпе» пĕрле пулнине пĕлтерчĕç вĕсем. Çула тухнăскерсем «Çĕнтерӳ паркĕ» еннелле васкарĕç. Йĕркене пăсмасăр, пурте пĕрле вырăна çитме палăртрĕç ветерансем. Авточупу пайташĕсем маллла ялавсене йăтса Çĕнтерӳ паркĕнчи палăк патне çул тытрĕç. Вăрçăра пуç хунă салтаксене асăнса чечек хыççăн чечек вырнаçтарчĕç. Акцие хутшăнакансем Афганистан тăрăхĕнче хăйсен тивĕçĕсене пурнăçласа вахăтсăр çĕре кĕнĕ салтаксене те чыс туса палăк умне чечексем хучĕç. Маргарита Мельникова, Сергей Емельянов

12+
7 просмотров
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии