Ырă тăвакан хăй те пархатар курать
Волонтерсем çĕршывра, республикăра нумайланса пыраççĕ. Вĕсен шучĕпе тата ыркăмăллăх организацийĕсен йышĕпе Чăваш Ен ахальтен мар Раççейри чи лайăх 10 регион йышне кĕнĕ. Вĕсен пархатарлă ĕçĕ уйрăмах кăшăллă чир алхаснă тапхăрта курăмлă. Çапах та çак юхăмра тăрăшакан çамрăксене те пулăшу кирлĕ иккен. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем тата «Эпир пĕрле» регионти штаб пуçарнипе волонтерсене хавхалантармалли çăмăллăхсем çирĕплетнĕ. Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарти троллейбуссемпе тӳлевсĕрех çӳретеççĕ, столовăйсенче апатланмашкăн талон параççĕ. Çавăн пекех вĕсем кирлĕ медпулăшу илме тата реабилитаци тухма пултарĕç. Ординатурăна вĕренме кĕмешкĕн балсем хушса парĕç. Вĕренӳ учрежденийĕсен йышăнăвĕпе волонтерсен ĕçне хутшăнакансене хушма стипенди тӳлеççĕ. Денис Бобков тӳрех алă çĕклет. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранне юр хырса пулăшма, аслисене çул урлă каçарма кунта кашниех хатĕр. Дениспа Анастасия улма-çырла, пахча çимĕç, эмел леçме тухрĕç ветеран патне. Троллейбуса лариччен вĕсен волонтер бейджне илмелле, маршрут хутне çырмалла. Унта кам патне кайнине, каялла мĕнле çулпа килине палăртмалла. 1-мĕш троллейбус кондукторне ку çĕнĕлĕх ытлашши тĕлĕнтермерĕ. Волонтерсем пурри питĕ паха пулăм терĕ. Денис Бобковшăн тӳлевсĕр çӳрени пысăк пулăшу, унччен маларах 500 тенкĕрен кая мар кĕсье çӳхелетчĕ тет. Анастасия Губанова вара çĕнĕ çынсемпе паллашма май пулнишĕн волонтер ĕçне килĕштерет. ЛЕОНИД ЧЕРКЕСОВ: «Маршрутный листпа, волонтер удостоверенипе, транспортпа, троллейбуспа çӳреме пултараççĕ. Волонтерсем троллейбуспа тӳлевсĕр çӳреççĕ. Ватă çынсене эмел кайса панă чухне волонтер центрĕсене те укçасăр çӳреме пултараççĕ». Волонтерсем республикăра, чăн та, сахал мар. Вĕсем халăха тĕрлĕ ĕçре пулăшаççĕ, вăйпа çеç мар, сăмахпа та йывăр самантсенче хавхалану туйăмĕ парнелеççĕ