Апат-çимĕç çителĕклех
Апат-çимĕçпе Чăваш Ен республикăра пурăнакансене кăна мар, кӳршĕ тăрăхсене те тивĕçтерме пултарать. Регионра туса илнĕ ял хуçалăх продукцине 31 çĕршыва сутаççĕ. Апат-çимĕç хăрушсăрлăх доктринине те Чăваш Ен туллин пурнăçлать. Сăмахран, çĕр улмие республикăра кирлинчен икĕ хут ытларах туса илеççĕ. Кăçалхи тухăç та сахал мар пулмалла. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене ытти çултан та чылай пухмалла. Пысăк тухăç илесси сортран та нумай килет. Вĕсемпе пирĕн ĕçтеш Алексей Зотиков паллаштарать. МАРГАРИТА ФАДЕЕВА: «Çак вырăнта 250 тĕрлĕ сорт акнă. Пăхмашкăн, курмашкăн. Тĕрлĕ çĕршывсенчен килнĕ. Тĕрлĕ селекционный центрсенчен килнĕ сортсем». Кĕрхи тулă – 40 сорт, çурхи тулă – 60 сорт, кĕрхи ыраш – 15 сорт, урпа – 38 сорт, пăрçа та 38 сорт. Кашнийĕн хăйĕн паха енĕ пур. АЛЕКСЕЙ ЗОТИКОВ: «Ку кĕрхи тулă сорчĕ зимница ятлă. Вăл çӳллĕ ӳсмест. Ку ăна шăрăх çанталăка аванрах чăтса ирттерме пулăшать. Ӳкменнипе ăна пуçтарса илме те ансатрах». «Зимница» сорта кăнтăр енчен илсе килнĕ. Унăн тухăçĕ те пысăк – пĕр гектартан вăтамран 48 центнер пуçтарса илеççĕ, чи нумаййи вара 80 центнер ытла. Сортсем нумай пулни çĕр ĕçченне савăнтарать. Куçпа курса, алăпа тытса пăхса суйлаççĕ вĕсем. Сăмахран, хăш-пĕр сортсем кăнтăр енчи районсенче аван ӳсеççĕ, теприсем çурçĕр енчисенче. Çумăр хыççăн çинçе туналлисем чăтайманнипе выртаççĕ. Пучахĕсем те кашни сортăн расна. Çĕр ĕçченĕн çакна пурне те шута илмелле. «Иккĕмĕш çăкăр» уйĕсем те куçа илĕртеççĕ. Çĕр улмие кунта 24 гектар лаптăкра ӳстереççĕ. СВЕТЛАНА КОНСТАНТИНОВА: «Тăватă тĕрлĕ сорт çак участокра. Ир пулаканнисенчен «Гулливер», «Регги», каярах пулаканнисенче «Ирбитский» тата каярах пулаканнисенчен «Вымпел» сорт. Ир пулакннисенчен мана ытларах «Гулливер» килĕшет. Вăл камăн мĕнле кăмăлĕ ĕнтĕ. Кăшт каярах пулаканни – «Иирбитский». Çак сорт питĕ хитре чечекре ларать. Нумай вăхăт чечекре ларать». Тухăçа ытларах вăрлăха яма тарăшаççĕ кунта. Пĕр гектартан иртнĕ çулта 180-200 центнер çĕр улми пуçтарнă. Кăçал 300 центнертан сахал мар илессе шанаççĕ институт ĕçченĕсем. Чăваш Енре юлашки вăхăтра сояпа та кăсăкланса кайрĕç. Ку культурăна республикăра кăçал пĕр пин гектар лаптăк акнă. МАРГАРИТА ФАДЕЕВА: «Кунта çĕнĕ сорт – «Цивиль» ятлă. Ку сорт мĕнпе паха? Ун белок пысăк – 38-42 процент таран. Çуйĕ те нумай – 20-23 процент таран çитет. Тухăçĕ пысăк тĕрĕсленĕ тăрăх сорт участокĕсенче 38 центнер пани те пулнă». Чăваш Енре нӳрĕк çуккипе гектартан 38 центнер илме йывăртарах. Çуркунне чылай вăхăт шăрăх пулнипе соя çӳллĕ ӳсеймест. Çак сăлтавпа хутаçĕсем пĕчĕккĕ пулаççĕ. Кăçал сойăна ӳсме çанталăк аван пулнине палăртаççĕ институт ĕçченĕсем. Тухăç 20-25 центнертан кая пулмалла маррине пĕлтереççĕ вĕсем. Фадеева асăнса, Люмария, Мерчен, Çавал – ытти сортăн та тухăçĕ аван пулмалла. Сăмахран, Люмария сорта пĕр гектартан 30 центнер пухса илмелле. Палăртмалла, асăннă сортсене пурне те Чăваш ял хуçалăх ăслăлăхпа тĕпчев институчĕнче кăларнă. Вĕсене халĕ республикăра кăна мар, унăн тулашĕнче те акаççĕ. Алексей Зотиков, Игорь Зверев