Добавить
Уведомления

Кокель пленэрĕ уçăлчĕ

Алексей Кокель ячĕллĕ 15-мĕш пленэр уçăлчĕ. Вăл çулсеренех ӳнерçĕ çуралса ӳснĕ вырăнта – Патăрьел районĕнчи Турхан тăрăхĕнче иртет. Раççей Императорĕ çумĕнчи ӳнер академийĕн йышăнăвĕпе Алексей Кокель профессиллĕ ӳнерçĕ ятне тивĕçнĕренпе кăçал 110 çул çитет. Пленэра çак паллă пулăма халалланă. 13 çулти Валерия пленэра пĕрремĕш хут хутшăнать. Пĕчĕкренпех киçтĕкпе тата сăрăпа туслашса ӳснĕ хĕр ача тăван хутлăха кăмăллать. ВАЛЕРИЯ ШИРТАНОВА: «Ку ӳкерчĕк çинче эпĕ çуллан тĕсĕсене ӳкерсе картасшăн. Ман пысăклансан ĕмĕт пур художник пулма. Шкул пĕтерсен дизайнера вĕренме каясшăн». 15-мĕш пленэра Турхана 14 сăрă ăсти килнĕ. Раççейĕн тĕрлĕ тăрăхĕнчен тата Беларуç Республикинчен пуçтарăннă вĕсем. Ытти çĕршыв ăстисем те пулса курнă кунта. Вĕсене пурне те тĕнчипе паллă Кокель ячĕ пĕрлештерет. ВЛАДИМИР ВАСИЛЬЕВ: «Эпир кăçал пленэрта пачах урăх форматпа, портрет жанрĕпе çыратпăр. Мĕншĕн тесен эпир хамăр картинăсем çинче Турхан тăрăхĕнчи, Патĕрьел тăрăхĕнчи сумлă çынсене, вĕсен хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе Патăрьел районне Чăваш Республикине çӳле çĕкленине, вĕсене картинăсем çинче кăтартса хăварасшăн». Аякри çĕрсенчен чаплă ӳнерçĕсем Чăваш Ене хăйсене кăтартас тĕллевпе мар, чун туртнипе килеççĕ. Шăпах пленэрсенче тĕнче искусствин çĕнĕ юхăмĕсем çуралаççĕ те. РУДОЛЬФ СЕЛИВАНОВ: «Вĕсем пирĕн пата килсе пирĕн çут çанталăкпа, халăхпа, пирĕн культурăпа паллашса каяççĕ. Паллашса кайнипе кăнма мар, хăйсем патне килсе хăйсен патĕнче каласа панă чăвашсем, Патăрьелсем, Турхансем мĕнле пурăннине каласа параççĕ ĕнтĕ. Чăннипех те, пирĕн кăтартмалли те, савăнмалли те пур. Кокель ĕçĕсене çухатас мар тесе, Кокель ĕçĕсене аталантарса ярас тесе тата çамрăк вăйлă Кокельсем тăвас тесе çакăншăн пĕтĕм вăя парса ĕçлеме эпир, чăннипех те, хатĕр». Мухтавлă ентешсен çулталăкĕнче Кокель пленэр йĕркелӳçисем пысăк парне хатĕрлеççĕ. Кĕркунне Шупашкарти халăх туслăх çуртĕнче çак тапхăрта ӳкернĕ картинăсен ятарлă куравне йĕркелĕç. Елизавета Цветкова, Олег Цыпленков

12+
45 просмотров
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии