Добавить
Уведомления

Чи лайăх таксист

«Раççейри чи лайăх таксист» конкурсăн регионти тапхăрĕ иртрĕ. Кăçалхипе ăна 5-мĕш хут йĕркелерĕç. Çак сумлă ята çĕнсе илессишĕн 28 çын тупăшрĕ. Çĕнтерӳçĕ çĕршыв шайĕнчи ăмăртура Чăваш Ен чысне хӳтĕлет. Артур Михайлов 15 çул ытла руль умĕнче. 5 çула яхăн такси тытăмĕнче тăрăшать. Кунашкал конкурса вăл темиçе хутчен те хутшăнать. Регионти тапхăрта вăл виçĕ хутчен çĕнтерӳçĕ пулнă. «Раççейри чи лайăх таксисит» конкурсра кĕмĕле тивĕçнĕ. Хальхинче те вăл чăрмавсене çăмăллăнах парăнтарчĕ. АРТУР МИХАЙЛОВ: «Ку конкурс пĕтĕмĕшле профессие аталантарать. Ку профессире укçа ĕçлесе илнипе çеç мар, çынсемпе калаçатăн, вĕсем умĕнче явалăх туятăн. Таксистсем республикăри пĕрремĕш хăнасене, туристсене кураççĕ, пирĕнпе калаçса регион пирки ытларах пĕлеççĕ. Ку конкурса кашнин хутшăнмалла тесе шутлатăп». Тӳресем пуринчен те çирĕп ыйтаççĕ. Акă, тĕслĕхрен, таксист пĕр тикĕссĕн çӳренине тĕрĕслерĕç. Çакна палăртма машина тăррине стаканпа шыв лартаççĕ. Тăкăннă кашни грамшăн балл чакать. Арçынсемпе танах пикесем те тупăшрĕç. Пур чăрмава та парăнтарса каллех Артур Михайлов мала тухрĕ. Вăл Чăваш Ен чысне çĕршыв ăмăртăвĕнче хӳтĕлĕ

12+
8 просмотров
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии