Çурхи кăмăл
Çуркунне вăй илсе пынă тапхăрта кашни çыннăн чун-чĕри савăк та çепĕç кăмăлпа тулать. Юрă-кĕвĕ, илемлĕ ташă вара чунпа канма, вăй-хал пуçтарма май парать. Уяв кунĕсенче «Культурăллă канмалли кунсем» акци иртрĕ. Кашниех пултарулăх тĕнчине путса вăхăта кăмăллă та усăллă ирттерме пултарчĕ. Шупашкарти туслăх çурчĕн сцени çинче савăнăç хуçаланать. Юрă-кĕвĕ кашни кураканăн чĕрине пырса тивет. Пĕрисем уява мăшăрпа çитнĕ, теприсем юратнă тĕпрĕнчĕксемпе пĕрле ӳнер тĕнчипе çывăхрах паллашать. Артистсем вара яланах кураканпа тĕл пулма хавас. ОЛЬГА КИРИЛЛОВА: «Артистсем яланах сцена çине çутă, илемлĕ, савăнăçлă кăмăлпа тухма тăрăшатпăр. Тăрăшатпăр кăна мар, эпир яланах çавăн пек тухатпăр, мĕншĕн тесен артистсене сцена çинче пулма, çынна савăнтарма питĕ килĕшет». Илемлĕ те илĕртӳллĕ ташăсене те куракан тăвăллăн та кăмăлпа йышăнчĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те, хăйсен пурнăçне культурăпа çыхăнтарнă çынсем чунпа паян та сцена çинче. Людмила Нянина та канмалли куна пăхмасăр «тăван» ансамбль пурнăçĕпе куракансемпе пĕрле паллашрĕ. ЛЮДМИЛА НЯНИНА: «Концерт маншăн питĕ кăмăллă, мĕншĕн тесессĕн эпĕ çак чăваш ансамблĕнче хамăн пултарулăх çулне пуçланă. Кунта эпĕ балет артисчĕ пулса ĕçленĕ. Кунта ман шутсăр нумай сюитăсем, питĕ нумай ташшисем. Эпĕ ĕнте пĕр енчен шутларăм та, килсех курам-ха терĕм. Паллах, манăн сĕнÿсем пур, ырлăх-сывлăх сунатăп, питĕ пысăк пултарулăх ырлăхĕ сунатăп». Кашни куракан культурăллă канмалли кунсемпе кăмăллă юлчĕ. «Тулли кăмăл вара малалла та ĕçе хастар пурнăçалма пулăшĕ», – палăртаççĕ концерта килекенсем. Маргарита Мельникова, Игорь Зверев