Пĕтĕм тĕнчери 26-мĕш балет фестивалĕ

Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери 26-мĕш балет фестивалĕ иртет. Вăл «Титан’иЯ» тата «Болеро» пĕр актлă балетсемпе уçăлчĕ. Кĕтнĕ уяври спектакльсен никĕсĕнче Шекспирăн "Сон в летнюю ночь" хайлавĕ. Ăна Софья Гайдукова тата Константин Матулевский режиссерсем лартнă. Фестивальте пĕтĕмпе 8 спектакль курма май пулĕ. Сцена çине Мускаври, Питĕрти, Воронежри, Пермьри тата ытти тăрăхри паллă артистсем те тухĕç.Ташă уявĕ пынă кунсенче ятарлă проектсем те иртĕç. Вĕсен шутĕнче çамрăксем валли хатĕрленĕ медиашкул, тĕрлĕ ташă вăрттăнлăхне ăша хывма пулăшакан ăсталăх лаççисем тата ытти те. Балет фестивалĕ гала-концертпа ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче вĕçленĕ.

12+
6 просмотров
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии