Регион ĕçне тимлекен центр çынсене пулăшать
Çулталăк пуçланнăранпа республикăра пурăнакансенчен 23 000 яхăн хыпар килнĕ регион ĕçне тимлекен центра. Мĕн канăçсăрлантарать-ха Чăваш Енри çынсене? Сăмах – Регина Кубайкинăна. Патшалăх çăмăллăхĕсемпе тивĕçтерекен портал урлă, тĕрлĕ социаллă сетьрен регион ĕçне тимлекен центра кăмăла хуçакан ыйтусем çинчен çырса пĕлтерме пулать. Çулсене вăхăтра юр кĕрчĕсенчен, çӳп-çапран тасатманни пирки систернĕ. Унсăр пуçне кил, çурт картишĕсенчен асфальт çула сапланманни, юсав ĕçĕсем ирттерменни çинчен хыпар янă. Унсăр пуçне кăшăл чирпе çыхăннă, коммуналлă хуçалăх, социаллă хӳтĕлев ыйтăвĕсене вăхăтра татса паманни Чăваш Енре пурăнакансен кăмăлне хуçать иккен. АНЖЕЛИКА ИВАНОВА: «Çул-йĕр ыйтăвĕсем республикăра пурăнакансене канăç памаççĕ. Ытларах чухне регион ĕçне тимлекен центра çулсен юсавсăрлăхĕ, тивĕçлĕ шайра тасатманни çинчен хыпарланă тĕслĕхсем нумайланнă. Вĕсем уйрăмах Шупашкарти Граждан урамĕнчи юсав вăраха кайни, Канаш, Йĕпреç, Пăрачкав, Тăвай районĕсенче М-12 федераци трасси тунă чухне юрăхсăра тухнă пирки пĕлтернĕ». Регион ĕçне тимлекен центр ĕçченĕсем аса илтереççĕ, кашни çăхава вĕсем шута илеççĕ, яваплă ведомствăна хурав пама, çивĕч ыйтăва татса пама ярса параççĕ. Регина Кубайкина, Анна Цинтовская, Георгий Кривошеин