Добавить
Уведомления

Тимур юхăмĕ аталанать

Аркадий Гайдарăн «Тимур тата унăн команди» 1940-мĕш çулта çырнă повеçне 75 тĕрлĕ чĕлхене куçарнă. Раççей Федерацийĕн вĕрентӳ тата ăслăлăх министерстви вулама сĕннĕ 100 кĕнеке шутне кĕртнĕ. Кĕнекери сăнарсем халĕ те çамрăксене хавхалантараççĕ. «Эткер» центрта республика Пуçлăхĕ Олег Николаев çак юхăмра тăракансемпе слетра тĕл пулчĕ. «Пĕчĕкренех ырă ĕçсем пурнăçласа, ыттисене пулăшса пурнăçа юратса çитĕнекен ачасем ыранхи куна çутă тума пултарасса шанатăп», – терĕ республика Пуçлăхĕ Олег Николаев. Чăваш Енри кашни район, хулара пур çак ушкăнсем. Юлия Прохорова Шăмăршă районĕнчи Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕнчен. Ырă кăмăллăх юхăмне икĕ çул каялла кĕрсе ӳкнĕ. ЮЛИЯ ПРОХОРОВА: «Пĕрле юлташсемпе ват çынсемпе, ачасене те пулăшатпăр, игрушкăсене паратпăр. Тĕрлĕ тетрадь, каранташ парнелетпĕр. Хĕлле палăксем умĕнче юр тасататпăр». Тимур командисен юхăмĕ çĕнĕ шая тухса пырать. Чăваш Еншĕн вăл çĕнĕ юхăм мар. Республикăри 26 муниципалитетра хастарсем кунсерен ырă ĕç пурнăçлаççĕ. – Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думинче законопроект пур. Шкулта вĕренекенсен çĕнĕ юхăмне тăвасси пирки. Пионери пек уйрăм организаци пулмалла. Чăваш Республикинчен 30 ытла команда пулнă май çак юхăмăн никĕсĕ Тимур командин юхăмĕ пулса тăма пултарĕ тесе шутлатпăр эпир. Слета пухăннă çамрăксене аслисем тавра курăма аталантарма пулăшрĕç. АНЖЕЛИКА ИВАНОВА: «Волонтерсемпе тимуровецсене социаллă сетьсем урлă мĕнле аталанмаллине каласа кăтартатпăр. Хăйсен страницине мĕнле тытса пымаллине, çырăнакансен шутне мĕнле ӳстермеллине вĕрентетпĕр». «Ырă кăмăллăх каникула каймасть» федераци проектне сӳтсе яврĕç, волонтерсен пулăшăвне йĕркелессипе çыхăннă кейссене пăхса тухрĕç. «Ырă кăмăллăхри пĕрремĕш утăмсем», «Эпир хамăр çинчен каласа паратпăр» ăсталăх класĕсем иртрĕç. Регина Кубайкина, Анна Цинтовская, Юрий Марков

12+
22 просмотра
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии