Добавить
Уведомления

Чарусене пăхмасăрах…

Промышленность производстви пĕлтĕрхи çак вăхăтри кăтартупа танлаштарсан, 1 процента яхăн чакнă. Çакăн сăлтавĕ – Раççее хирĕç чарусем кĕртни. Çав вăхăтрах республикăри пĕрлешӳсем туса ăсатакан тавар калăпăшĕ 4 процент ытларах хушăннă, 120 миллиард тенкĕрен те иртнĕ. Влаçра тăрăшакансен ларăвĕнче Чăваш Енĕн кăçалхи çур çулти социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене тишкерчĕç. Санкци тулашри суту-илĕвĕ те витĕм кӳнĕ. Ют патшалăхран тавар кӳни 6, чикĕ леш енне продукци ăсатни 17 процент майлă чакнă. Çав вăхăтрах ял хуçалăхĕнчи кăтартусем савăнтараççĕ. Кунти производство пилĕк процент ӳснĕ. Строительсен ĕçĕ те курăмлă. Пурăнмалли çурт-йĕр хăпартассипе аван тимлеççĕ. Кунти кăтарту 40 ытла процент пысăкланнă. Чăваш Енре çур çулта çеç 360 000 ытла тăваткал метр çурт-йĕр хута янă. Пĕчĕк тата вăтам услам аталанни куçкĕрет. Паян республикăра вĕсене 69 000 ытла шута илнĕ. Хăйсем çине ĕçлекенсен хисепĕ малалла та ӳссе пырать. Наци проекчĕпе килĕшӳллĕн Чăваш Енĕн шантару фончĕ усламçăсемпе 160 килĕшӳ тунă. Çакă 2 миллиард тенкĕ майлă кредит укçине явăçтарма май панă. Кирлĕ хатĕр-хĕтĕр туяннăшăн та тăкакланнă укçан пĕр пайне – 30 процентне – каялла тавăрса пани – пулăшу. Ку çăмăллăхпа усă курас текенсенчен 51 заявка йышăннă. Утă уйăхĕн 25-мĕшĕччен ĕçлĕ ушкăн вĕсене тишкерсе кама тĕрев укçине уйăрмаллине палăртĕ. Паллах, çакă каллех çĕнĕ ĕç вырăнĕ, тупăш ӳсĕмĕ. Çур çулта хысна тупăшĕ те ӳснĕ. Çав шутра хамăрăн тупăш 16 процент ытла пысăкланни пушшех савăнтарать. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев хысна шучĕпе пурнăçламалли проектсемпе çыхăннă ĕçсене васкатмалли çинчен каларĕ. Вăл вĕсен пахалăхĕ пысăк шайра пулмаллине асăрхаттарчĕ. Иван Иванов, Алина Сусметова, Игорь Зверев

12+
11 просмотров
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии