Çар чаçĕсене пулăшар
Раççей халăх фрончĕ тăрăшнипе «Пурте çĕнтерӳ валли» проект ĕçлет. Ырă пуçарăва Луганс тата Донецк халăх республикисенчи çар чаçĕсене пулăшас тĕллевпе йĕркеленĕ. Чăваш Енри халăх фрончĕ те çак ĕçе ырлать. Победа.онф.ру порталта çар чаçĕсене мĕнле пулăшмаллине тĕплĕн çырса ăнлантарнă. Унта укçа-тенке ăçта тата мĕнле куçармаллине те кăтартнă. Тăнăç пурнăçшăн кĕрешекен салтаксене мĕн кирлине порталта пĕлме пулать. Халăх тĕнчери лару-тăрăва ăнланать, салтаксене мĕн вăй çитнĕ таран пулăшать. ИЛЬЯ ВАСИЛЬЕВ: «Донбас халăх çар çыннисене ытларах каска, бронежилет, раци ытти электронлă техника, квадракоптер тата ытти техника кирлĕрех. Çав укçа ĕнтĕ çав япаласене илме каять. Апат-çимĕç тумтирĕ вăл халăха, ача-пăчасене. Донбасра пурăнакан ытти граждансене пулăшма пултарать. Енчен те ытти пулăшу, япаласемпе, апат-çимĕç, тум-тир, çав япаласемпе пулăшас тетĕр пулсан ăна Шупашкарта вырнаçнă Раççей халăх фрончĕн офисне Калинино урамĕ 66-мĕш çурт илсе кисле пама пултаратăр».