Вăхăта хаваслă, усăллă ирттереççĕ
Канмалли çуллахи кунсене хаваслă, усăллă ирттерме пулăшас тĕллевпе Шупашкарти вĕрентӳ управленийĕн пуçарăвĕпе 205-мĕш ача садĕнче «Ту. Ĕмĕтлен. Пурнăçла» кану центрĕ çĕртме уйахĕнчен ĕçлеме пуçланă. Кун каçипе мĕн тăваççĕ-ха унта çӳрекенсем? Эпир те вĕсемпе пĕрле ача садĕнче пултăмăр. Ир-ирех кун пуçлансанах кану центрне çӳрекенсем Раççей гимне юрлаççĕ. Мăнаçлăх, хавхалану туйăмĕ парнелет, Тăван çĕршыва юратма, хисеплеме вĕрентет пире çак пуçару теççĕ шăпăрлансем. Хаваслă кĕвĕпе тĕрлĕ хускану пурнăçлама та килĕшет вĕсене. Тĕнче тытăмне, уçлăхри çăлтăрсене тишкерме те пулать çуллахи кану центрĕнче. Çамрăк астрономсем кирлĕ хатĕре хăйсемпе пĕрлех уçă сывлăша илсе тухнă. Телескоппа, кĕнекепе çăлтăрсене пăхса ывăнсан чул катăкĕсене тишкереççĕ. Унсăр пуçне ӳнер тĕнчипе кăсăкланакансем валли урамра пленэр йĕркеленĕ. Амина Тимофеева тăрăшсах улмуççине хĕрлĕ пан улмисемпе сăрласа илемлетрĕ. Уçă сывлăшра кунĕпех ӳкерсе ларма хатĕр тет вăл. АНЖЕЛИКА ФЕДОРОВА: «Кунсерен ачасем çут çанталăк тĕпчеççĕ. Юратнă Шупашкарăн урамĕсене тухса паллă вырăнсемпе паллашаççĕ. Тăван хула историне вĕренеççĕ. Çавăн пекех тĕрлĕ вăйăсем выляççĕ. Спортпа туслашаççĕ. Кашни эрнере ачасем валли мастер-классем хатĕрлетпĕр. Пирĕн пата республикăри паллă поэтсем, ӳнерçĕсем, спортсменсем килеççĕ». Ача сачĕ çумĕнчех 65-мĕш шкул вырнаçни ăсталăх класĕсем ирттерме çăмăллăх кӳрет. Акă паян шкул стадионĕнче садике çӳрекенсене çăмăл атлетикăн спорт мастерĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ Алексей Александров хăвăрт утас ăсталăхпа паллаштарчĕ. Паллă тренерпа ăмăртăва хатĕрленнĕ хыççăн ачасем мала тухакансене мĕн панине, чыслав мĕнле иртнине ыйтса пĕлчĕç. Паллах, пурне те пысăк ылтăн кубок тата пĕрремĕш вырăна тухакансене парăнакан медаль илĕртрĕ. АЛЕКСЕЙ АЛЕКСАНДРОВ: «Садикренех ачасене вĕрентсен спортпа туслă пулсан физкультурăпа. Ачасем сывлăх енчен çирĕп пулса çитĕнет. Малтан пурччĕ çавăн пек соревнованисем «Папа, мама, я – спортивная семья» çавăн пек соревнованисем тусан пирĕн ачасем олимпийский чемпион та пулма пултараççĕ, чемпион мира та пулма пултараççĕ». Тĕнче шайĕнчи спорт ăмăртăвĕсене хутшăнас кăмăллă шăпăрлансем шкул стадионĕнчи çемçе курăк çине выртса вăй пухнă хыççăн турпохода васкарĕç. Палатка, пулă шӳрпи пĕçермелли хуран, кавир – йăдлтах çул çӳреве тухакансем валли хатĕр. Юмахри сăнарсемпе пĕрле çуллахи лагере çӳрекенсем ӳсен-тăран ячĕсене аса илчĕç, тĕрлĕ тĕвĕсем çыхма вĕренчĕç. Тавçăрулăхпа çаврăнăçулăха аталантаракан хăнăхатурсене пурнăçласа вăрттăн арчана тупрĕç. Пурне те пылак çимĕçпе хăналарĕç