Çутта тухнă
Хальхи вăхăтра интернетсăр пурăнма йывăр пек туйăнать. Урама тухмасăр тĕрлĕ тавар туянса киле кӳрсе килеççĕ, вăрăм черетре тăмасăр тухтăр патне çырăнма, ача валли тĕрев укçи илме май пур тата ытти те. Çапах та аякри хăш-пĕр ялта интернет мĕн иккенне пĕлменнисем те пур иккен. Республикăра пурăнакансене цифра çăмăллăхĕпе тивĕçтерес тĕллевпе Чăваш Енре «Раççей Федерацийĕнчи цифра экономики» наци проекчĕ пурнăçланать. Унпа килĕшӳллĕн тĕрлĕ ялпа поселокра интернет юписене, мобильлĕ çыхăнăвăн база станцийĕсене вырнаçтараççĕ. Йăлăмри Сосновка шкулне кăçалхи ака уйăхĕнче пĕрлехи çыхăну тытăмне кĕртнĕ. Ку çĕнĕлĕхе вĕрентекенсем те, шкулта ăс пухакансем те, вĕсен ашшĕ-амăшĕ те ырласа йышăннă. АЛЕНА ИВАНОВА: «Интернет пулăшнипе пире шкулта та ĕçлеме çăмăллансах пырать. Ачасем те тĕрлĕ конкурссене, онлайн олимпиадăсене ытларах хутшăнаççĕ. Манăн класран 90 процент ачасем учи.ру платформăра ĕçлеççĕ. Интернет пулăшнипе ашшĕ-амăшĕсем те ачасем мĕнле вĕреннине сăнасах тăраççĕ». Олимпиадăна хутшăнакансен, унта çĕнтерекенсен йышĕ тӳрех ӳснĕ. Куçăмсăр майпа тĕрлĕ конкурсра хăйне тĕрĕслекен те нумайланнă. «Экзаменсене хатĕрленме те çăмăлрах пысăк хăвăртлăхпа ĕçлекен интернетпа», – тет Артем Иванов. Вăл 9-мĕш «я» класра вĕренет. Шăпăрлансем мĕнле сайтра ларнине тĕрĕслет çак пĕрлехи тытăм. «Ростелеком» унта 400 тĕрлĕ учреждение кĕртнĕ. Мобильлĕ çыхăну поселокра коммутаци контейнерĕнчен пуçланать. Унтан оптоволокно шкула, кайран тĕрлĕ енлĕ пулăшупа тивĕçтерекен центра, почта уйрăмне лекет. СЕРГЕЙ ДАРВИН: «Çак тапхăрта кунта 228 телефон станцийĕн номерне тата 144 интернетпа çыхăнмалли технологие кĕртнĕ. Каярах Атăл леш енче тата хулара пурăнакансем интернетпа усă курнă шая тĕрĕслесшĕн эпир». «Цифра танмарлăхне татса парасси» федераци проекчĕпе Северный поселокра пĕлтĕр вышка лартнă. Кунта пурăнакансене тӳлевсĕр интернетпа тивĕçтерет. «Ростелеком» пĕрлешĕвĕн Чăваш Енри филиалĕн директорĕ Евгений Макагонов пĕлтернĕ тăрах, çак вышка вай-фай çыхăнăвĕпе 300 метр таран тивĕçтерет. Усламçăсем те ку çăмăллăхпа туллин усă курма пултараççĕ. Яш-кĕрĕм интернет урлă ютуба тухса тĕрлĕ онлайн урокпа тавра курăма анлăлатать. «Цифра экономики» программăна социаллă пĕлтерĕшлĕ 480 объекта кĕртнĕ. «Цифра танмарлăхне татса парасси» федераци проекчĕпе республикăри тепĕр 14 яла кăçал кĕркунне интернет çитмелле. Регина Кубайкина, Анна Цинтовская, Николай Скворцов