Добавить
Уведомления

Вăрмансене çĕнетес ĕç пырать

Чăваш Енре «Экологи» наци проекчĕпе «Вăрмансене упрар» регионти программа пурнăçланать. Унăн тĕллевĕ – каснă тата хăрнă йывăçсем вырăнне çĕнĕ хунавсем лартасси. Вăрмансене çĕнетес ĕç мĕнле шайра пурнăçланать? Специалистсемпе пирĕн пултарулăх ушкăнĕ Çĕмĕрлери муниципаллă округри Турхан ялне çула тухрĕç. Çавăн пекех республикăри çут çанталăк министерствин ĕçченĕсем çамрăк хунавсене акса ӳстерессипе анлă семинар-лару ирттерчĕç. Вăрман культурисене мĕнле акса ӳстермелле? Хунавсене мĕнле çитĕнтермелле? Вăрман хуçалăх ĕçченĕсем çак ыйтусене тишкерчĕç. Пĕр-пĕрин пĕлĕвĕпе паллашса малашнехи тĕллевсене палăртрĕç. Юлашки 3 çулта республикăри 4 000 гектар вăрман лаптăкне çĕнетнĕ. Кăçал вăл 820 гектарпа танлашмалла. ЮРИЙ КАТЕЙКИН: «Çĕмĕрле районĕнче вăрман лартса пырасси пысăк шайра тесе каламалла. Эпир кашни çулах 30 гектар майлă искусственный енĕпе вăрман лартса хăваратпăр. Вăмрансене лартса хăварнă вырăнсем ĕнтĕ малтан каснă лаптăксем пулнă. Çав вырăнсенче эпир сухаласа касса лартса, пăхса тăрса, çитĕнтерсе малалла упратпăр». 2021-мĕш çулхи ĕç кăтартăвĕсем тăрăх, Чăваш Ен вăрман хуçалăхĕсене тытса пырассипе тухăçлă ĕçлекен 10 регион йышне кĕнĕ. 2020-мĕш çулта 39 кăтарупа çӳле хăпарнă. Хуçалăхсенче ăста специалистсем тăрăшнипе пысăк çитĕнӳсем пулаççĕ те. СЕРГЕЙ МИХАЙЛОВ: «Кăçал май уйăхĕнче хамăр вăйпа лартнă. Хамăр материалпа. Икĕ çулхи вăрăран ÿстернĕ ÿсен-тăрансем пирĕн, хамăрăн вăрман питомникĕнче ÿстеретпĕр вĕсене. Пирĕн питомник пысăк. Унта темиçе миллион штук ӳстеретпĕр. Çак участокра 10 000. 2,3 гектар çинче. Халăх тухать, пулăшать. Пĕр кун хушшинче эпир ăна лартса пĕтертĕмĕр. Участок пысăк, паллах. Питĕ лайăх кайрĕç. Кăçал çуркунне типĕ пулмарĕ. Çумăр çусах тăнă. Пĕртте типсе ларман пĕр йывăçĕ те». Вăрман хуçалăхĕсенче теплицăсем пурри ĕçе чылай çăмăллатать. Ку перекетлĕ, çав вăхăтрах тухăçĕ те савăнтарать. 2022-мĕш çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа вăрмансене çĕнетессипе çĕнĕ йĕрке вăя кĕнĕ. Çавна май хунавсен калăпăшне ӳстермелле. Кăçал вăл 20 процентпа танлашать. 2025-мĕш çул тĕлне вăл 30 процент пулĕ. Чăваш Енри Йĕпреç, Канаш, Çĕмĕрлери вăрман хуçалăхĕсенче хунавсене çитĕнтермелли 3 теплица тунă. Вĕсен лаптăкĕ 480 тăваткал метрпа танлашать. Йĕпреç районĕнче çитĕнтернĕ хунавсем те лайăх ӳсеççĕ тата упранаççĕ. Çакна вăрман хуçалăхĕнче ĕçлекенсем туйса илнĕ ĕнтĕ. Ку теплицăсем республикăри вăрмансене хунавсемпе туллин тивĕçтереççĕ. Малашне тĕмсене кӳршĕ регионсене те илсе çитерес тĕллевлĕ. Елизавета Цветкова, Милена Алексеева, Георгий Кривошеин

12+
33 просмотра
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии