Çĕнтерӳ пуйăсĕ – Шупашкарта

Асаплану, куççуль, çухату. Çак туйăмсене Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи пынă тапхăрта кашни çынах тӳссе ирттернĕ. Хаяр вăхăтри пурнăç еплерех пулнине, вăл историнче тарăн йĕр хăварнă пулăмсене çак кунсенче «Çĕнтерӳ пуйăсĕнче» тепĕр хутчен куç умне кăларса тăратма май пулчĕ. Чуна çÿçентерекен, мăнаçлăх туйăмне çуратакан экспонатсем çинчен тĕплĕнрех Юлия Адюкова репортёр каласа парĕ. ЭВЕЛИНА АНТОНОВА: «Кунта урăхларах. Кун пеккинче эпĕ пĕрремĕш хут пулса куртăм. Эпĕ кăшт макăрса ямарăм». «Каласа пама йывăр, чунпа туймалла» çакнашкал сăмахсемпе хаклаççĕ мĕн илтни-курнине «Çĕнтерӳ пуйăсĕнчен» тухакан çынсем. Чăн та, Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин синкерлĕ çулĕсемпе паллаштаракан музей шухăш-ĕмĕтпе кашнинех аваллăха тавăрать. Экскурси Совет союзĕнче пурăннă Лидия хĕр ятĕнчен пырать. Вăл тăнăç пурнăç еплерех майпа синкерлĕ тапхăра куçнине, халăх çав вăхăтра мĕн туйнине пĕтĕмпех каласа кăтартать. Вăрçа каякан салтаксен шăпи тĕлĕнмелле улшăнать. Вĕсем çапăçусенче хутшăнаççĕ, окопсем чаваççĕ. Унти самантсене пĕтĕмпех Çĕнтерӳ пуйăсне килекенсем хăйсем туйса ирттереççĕ. АНАСТАСИЯ СМИРНОВА: «Малтан эпĕ çак япаласене интернетра çеç курайнă, хамăн куçпа курайман. Вагонра хама вăрçăри пек туйрăм. Вĕсен хĕрлĕ куçĕсем çине пăхса хамăн та йĕрес килсе кайрĕ». Пуйăсри чи хăрушă та, чуна çӳçентерекен вакун концлагерьте вырнаçнă. Унта фашистсем тыткăна илнĕ совет салтакĕсене мĕнле асаплантарнине, вĕсене еплерех лару-тăрура усранине кăтартнă. Мультимедиа экранĕсем, ятарлă çутă, сасă экспозицисене куракан патне тата та ĕнентермелли илсе çитереççĕ. ДМИТРИЙ ВАСИЛЬЕВ: «Çак вакунта пулни ачасене анчах мар, ыттисене те кирлĕ, мĕншĕн тесен пирĕн халь 2022 мĕш çулта пурăнакан çынсен пĕлмелле, мĕн панă 1900-мĕш çулта пурăнакан çынсем пирĕн паянхи мирлĕ пурнăçшăн». Музейра салтаксен пурнăçĕпе паллашнисĕр пуçне çав тапхăрти япаласене те, документсене те курма пулать. Хăйнеевĕрлĕ самантсене те айккине хăварман. Сăмахран, Ленинград блокадинче хулана тĕрлĕ çĕртен кушаксене илсе килнине те сăнарласа кăтартнă. Кашни вакунăн хайĕн пуян историйĕ. ЮЛИЯ АДЮКОВА: «Çак вакунра хăнеевĕрлĕ кĕрешÿ пырать, вăл вилĕмпе пурнăç хушшинчи хирĕçтăру. Çамрăк салтаксене сиплеççĕ, пăтă çитереççĕ, вĕсене сăмах вăйĕпе те сыватма тăрăшаççĕ. Кун пирки калакан историе наушника итлесе тĕплĕнрех пĕлме пулать. Унта аудиогид калаçать. Кун пек наушниксене музея килекен кашни çыннах валеçсе параççĕ». Пуйăсра пĕтĕмпех 150-а яхăн сăнар. Юлашки вакунĕ вара пушă, вăл паянхи пурнăç. Унăн кантăкĕнчен çĕнтерÿшĕн хăйсен пурнăçне панă салтаксен сăн ÿкерчĕкĕсене курма пулать. ЛЕОНИД ЧЕРКЕСОВ: «Ытларах чуна çывăх пулчĕ çак медицина госпиталĕн вагонĕ. Чăнах та, çав малтан вăрçăра пулнă инструментсем, кĕнекесем, вăрçă вăхăтĕнче операци тунă хирург ĕçĕсем, терапевт ĕçĕсем çакăнта кăтартса панă. Çакна ĕнтĕ çамрăк ачасен, шкул ачисен, курмаллах пирĕншĕн вăл истори». «Çĕнтерÿ пуйăсне» Чăваш Енри пин ытла çын çитсе курнă. Малалла вара кустăрмаллă музей Питĕр хулине çул тытĕ. Юлия Адюкова, Бахтияр Велиев, Николай Скворцов

12+
50 просмотров
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии