Добавить
Уведомления

«Салтак тутри» конкурс

Утă уйăхĕн 25-мĕшĕнче регионсем йышĕнчи «Пурăн, чăваш тĕрри» конкурс пуçланчĕ. Кăçалхи тема – «Салтак тутри». Çак конкурс профессионаллă тĕрĕçĕсем хушшинче юпа уйăхĕн 20-мĕшĕччен пырать. Салтак тутри чăвашсен йăла-йĕркинче пысăк вырăн йышăнать. Вăл паллă тата кăсăклă япаласенчен пĕри. Темиçе ĕмĕр каялла çынсем салтакра 20-25 çул ирттернĕ. Çавăнпа та унта каймалли кун çитсессĕн каччăн хĕрĕ ăна сăмса тутри парнеленĕ. Вăл ал шăлли евĕр пулнă. Хĕр ун çинче каччăн йăхĕн паллисене тĕрленĕ. «Çак сăмса тутрипе каялла килмелле пултăр», – тесе хĕрсем парнене каччисене тыттарнă, каялла киле чĕрĕ-сывă таврăнма суннă. Салтак атти тăхăнаканшăн вăл пĕлтерĕшлĕ пулнă. Сăмса тутри ăна килте кĕтекен пуррине тата çемье чысне упрамалли пирки аса илтерсе тăнă. Хăйне майлă управçă пек пулса тăнă. Конкурс йĕркелӳçисем çакна чĕртсе тăма тĕллев лартнă та. Вĕсем тупăшăва хутшăнакансенчен хăйне евĕрлĕ ĕçсем кĕтеççĕ. Хатĕр сăмса тутрисене авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнчен тытăнса юпа уйăхĕн 15-мĕшĕччен чăваш тĕррин музейне кайса памалла. Тӳресем юпа уйăхĕн 20-мĕшĕччен ĕçсене пăхса тухаççĕ. Чăваш тĕррин кунĕнче, чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕнче, çĕнтерӳçĕсене парнесем кĕтеççĕ

12+
52 просмотра
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии