Добавить
Уведомления

Шупашкарта – урамри кино фестивалĕ

Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕнче, утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче, Раççейĕпех урамри кино фестивалĕ иртĕ. Çак ырă пуçарăва Шупашкар хули те кашни çулах хутшăнать. Уçă тӳпе айĕнче куракансем çамрăк авторсен ĕçĕсемпе паллашма, вĕсене хак пама пултарăççĕ. Уçă тӳпе айĕнче кино кăтартас йăла 2014-мĕш çулта Инçет Хĕвелтухăçĕнче пуçланнă. Вăл çулсеренех тĕрлĕ хулара вăй илсе пынă. Шупашкарта урамри кино фестивальне кăçал «Юман рашчи» культурăпа кану паркĕнче ирттерме палăртаççĕ. Куракансене 20:30 минутра пултарулăх ушкăнĕсем юрă-ташăпа савăнтарĕç. 21:00 сехетре вара кинокартинăсене кăтартма тытăнĕç. Фестивальте çĕршыври çамрăк авторсен кĕске метрлă фильмĕсемпе киленме пулĕ. Уяв чи лайăх кинокартинăна палăртнипе вĕçленĕ

12+
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии