Ĕненӳ хăват парать
Чăваш Ен тĕп хулинче Раççейри «Çын тата ĕненӳ» фестивалĕн финалĕ иртрĕ. Унта 80 регионтан 170 ытла ĕç тăратнă. Чăваш Ен чысне конкурсра пилĕк ĕç хӳтĕлерĕ. Çĕнтерӳçĕсене Чăваш патшалăх филармонийĕнче чысларĕç. «Çын тата ĕненӳ» фестиваль çĕршыври массăллă информаци хатĕрĕсене пĕрлештерет. Шупашкарта вăл пĕрремĕш хут иртет. Чысламалли кӳлепесене Чăваш Енре хăйнеевĕрлĕ ăсталанă. Кăвакарчăн – шанăç палли, ылтăн алă вара ăстана пĕлтерет. Ĕçсене пилĕк номинаципе хакларĕç. «Чи лайăх телевидени фильмĕ» уйрăмра Саратов хулинчи патшалăх телерадикомпани ĕçченĕсем çĕнтерчĕç. Чăваш Енрен фестивале пилĕк ĕç тăратнă. Вĕсем пурте «Чăваш Ен» патшалăх телерадиокомпанинчен. «Чи лайăх радиорепортаж» номинацинче «Шупашкарти навруз» кăларăма дипломпа чысларĕç. Фестивальте ятарлă парнесемпе те хавхалантарчĕç. Сăмахран, Шупашкар тата Чăваш епархин кӳлепине Ярославль хулинчи Сергей Коровин тивĕçрĕ