Чăваш çĕрĕн мухтавлă çыннисем пысăк уява пуçтарăнчĕç

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев 2022-мĕш çул Чăваш Енре Мухтавлă ентешсен çулталăкĕ тесе палăртнă. Çавна май кăçал тĕрлĕ çĕршывсенче, Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнче пурăнакан, хамăр республикăшăн пысăк ĕçсем туса ирттернĕ, халĕ те унăн аталанăвĕшĕн тăрăшакан мухтавлă ентешсем пирки паллаштармалла, ытларах каласа памалла. Чăваш çĕрĕн мухтавлă ӳнерçисем, спортсменĕсем, артисчĕсем, çыравçисем, республикăн малашлăхĕшĕн тăрăшакан ытти паллă çыннисем паян пĕр чăмăра пуçтарăнчĕç. Сумлă ентешсене халалланă уяв Чăваш патшалăх филармонийĕнче иртрĕ. Илемлĕ те янăравлă кĕвĕ-çемĕ, чăваш тĕрриллĕ тум тăхăннă пултаруллă артистсем. Çак пуянлăха чăваш çынни хăй аллипе тунă, маттур та мухтавлă çынсем вăй хунипе. Вĕсем тăрăшнипе республика, çĕршыв çулран çул аталанать, ячĕ-сумĕ ӳсет. Çăлтăрсем патне çитсе чăваш ятне тĕнче шайне кăларма та пултарнă эпир. СССР космонавт летчикĕн, авиаци генерал-майорĕн, икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕн, тĕнчери виççĕмĕш космонавтăн, Андриян Николаевăн ячĕ пин-пин çул иртсен те хисепре пулĕ. РАИСА САРПИ: «Питĕ савăнатăп, мĕншĕн тесен чăваш çĕршывĕн чаплăран та чаплă çыннисене чысланă май эпĕ çак çынсене пурăннă чухне ал тытнине, ыталанине, ырă сăмахсем каланине, вĕсене сăвă çырса хавхалантарнине те аса илетĕп. Савăнатăп. Андриян Григорьевич Николаев ячĕпе эпĕ чăвашла та, вырăсла та сăвă çырнă. Унпа эпĕ калаçнă та. Вăл мана ыталарĕ те: «Раиса Сарпи, питĕ пысăк тав сана ман çинчен лайăх сăвăсем, поэмăсем çырнăшăн, – терĕ». Сумлă та маттур чăваш каччисемпе хĕрĕсенчен чылайăшĕ пиртен уйрăлса кайнă. Республика аталанăвĕшĕн пĕлтерĕшлĕ ĕç тунă ентешĕмĕрсен ырă ячĕсем вилĕмсĕр, вĕсем историе ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлнă. ЮРИЙ СЕМЕНТЕР: «Паян çакăнта патшалăх филармонийĕнче эпир пĕрле пухăнни çĕклентерчĕ кăмăла. Çунатлантарчĕ. Хавхалантарчĕ тесе татăклăн каламалла, мĕншĕн тесессĕн республикăри чи паллă çынсем, хамăрăн ертӳçĕсем, хамăрăн ĕçре палăрнă çынсем, литературăпа искусствă çыннисем пĕр çĕре пухăнни манăн кăмăла çĕклерĕ тесе эпĕ татăклăн калатăп». Хамăрăн йăх-несĕлĕмĕрсен мухтава тивĕçлĕ ĕçĕсене пирĕн, хальхи ăрăвăн, яланах асра тытмалла, аталантармалла. Вĕсен тĕслĕхĕпе çитĕнсе паллă ентешсен йышне ӳстермелле. Елизавета Цветкова, Сергей Емельянов

12+
10 просмотров
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии