Укçапа пĕлсе усă курмалла
Вĕсем бюджетăн кашни тенкине тĕрĕслесе тăраççĕ. Çак кунсенче Тĕрĕслевпе шутлав палати йĕркеленнĕренпе 25 çул çитрĕ. Чăваш Республикин тĕрĕслевпе шутлав палати 1997-мĕш çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче йĕркеленнĕ. Республика парламенчĕ ăна туса хурасси пирки темиçе çул маларах йышăну тунă. Çакна та палăртса хăвармалла, ун чух кунашкал тытăм федераци шайĕнче те пулман. Тĕрĕслевпе шутлав палати республикăн экономикипе социаллă тытăмĕшăн питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кунта тăрăшакансен яваплăхĕнчен хысна укçи-тенкипе усă курассин тухăçлăхĕ тӳрремĕнех килет. Эппин, наци тата регион проекчĕсене пурнăçласси тата çынсен пурнăç пахалăхĕ ӳсĕ. 2022-мĕш çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Чăваш Енре тĕрĕслевпе шутлав палати çĕнĕ йĕркепе ĕçлеме пуçларĕ. Федераци саккунĕ ыйтнипе 2021-мĕш çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа муниципалитетсенче харпăр хăй тĕллĕн ĕçлесе пыракан тĕрĕслевпе шутлав палатисем йĕркеленеççĕ. Ĕçе централизациленин усси пысăк – вăл тĕрĕслевсен тухăçлăхне ӳстерме май панă. Экспертпа-аналитика ĕçне пурнăçлама та ансат. Пĕр вăхăтрах регион тата муниципалитет шайĕнчи укçа-тенкĕ ыйтăвĕсене çирĕп тĕрĕслеве илме, вĕсемпе тĕллевлĕн усă курнипе курманнине те хаклама аван. Елизавета Цветкова, Ольга Алексеева, Павел Иритков