Тĕмсем лартрĕç
«Чĕмсĕр чикĕ çĕклекенсен» астăвăм комплексне утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче уçмалла. Халĕ кунта хĕрӳ ĕç пырать. Çапах та тавралăха илем кĕртесси те тĕп вырăнта кунта. 761 гортензи, 139 тĕмĕ дерен, 50 каштан, 50 чăрăш тата 250 çемçе чăрăш лартма палăртаççĕ. АЛЕКСЕЙ ЗОТИКОВ: «Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене халалланă комплексра паян пархатарлă ĕç пурнăçлатпăр. Массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем йывăç лартатпăр. Эпĕ те кунта хутшăнма шутларăм». Йывăç-тĕм лартма йывăр мар темелле. Анчах та ку ĕçре те хайĕн вăрттăнлăхĕ пур. Малтан тăпрана çемçетмелле, вăл сахалтарах пулсан ăна хушмалла. – Гортензи тĕмĕн тымарĕ çĕрпе тан пулмалла. Енчен те вăл тан пулмасан çĕрсе кайма пултарать. Тан пулсан вăл малалла аталанса, çирĕпленсе пырать. Хунава лартнине специалистсем сăнаса тăчĕç. Вăл тимленипе пухăннисем ĕçе тĕрĕс пурнăçларĕç. Эппин, лартнă хунав чĕрĕлмелле, хăйĕн илемĕпе савăнтармалла. Гортензи пĕр метртан пуçласа виçĕ метр çӳллĕш таран ӳсме пултарать. Чăваш Енри çут çанталăк тĕмсемшĕн меллĕ. ДМИТРИЙ ОСИПОВ: «Чăнах та, пирĕншĕн пысăк хавас çак мероприятинче хутшăнма. Пирĕн мăн асаттесене, мăн асаннесене халалласа çак йывăçсене лартма. Вăл питĕ чаплă кун тесе шутлатăп. Эпĕ те çакăнта хамăн пĕчĕк тӳпене хывнăшăн питĕ савăнатăп». Массăллă информаци хатĕрĕнче ĕçлекенсем пĕтĕмпе çĕре яхăн хунав лартрĕç. Кашниех хăйĕн ĕçне тĕплĕн пурнăçларĕ. Астăвăм комплексне хăтлăх кĕртес ĕç малалла пырать