Добавить
Уведомления

Çула хупаççĕ

Утă уйăхĕн 8-мĕшĕнчен пуçласа 13-мĕшĕччен Шупашкарти Гражданпа Чернышевский урамсенчи çулсене хупаççĕ. Çавăнпа та халăха турттаракан транспорт маршручĕ улшăнать. Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкара çыхăнтаракан 234-мĕш маршрут малтанхи йĕркепех çÿрет. Çынсене Кӳкеçе турттаракан 325-мĕш автобусăн вара çул маршручĕ улшăнать. Вăл «Çăкăр завочĕ» чарăну çити çеç каять. 5-мĕш тата 26-мĕш автобуссем те çак чарăну патне çитеççĕ. Шупашкарти Мускав проспектĕнчен килекен 7-мĕш маршрут Энтузиастсен, Грасис, Граждан урамĕсемпе тата Миттов бульварĕпе вăхăтлăха çÿреме пуçлать. Каялла каймашкăн вара Эльмен урамĕпе тухса каять. 33-мĕш, 37-мĕш, 43-мĕш тата 45-мĕш автобуссем Грасис тата Граждан урамĕсем урлă «Йышлăх урамĕ» чарăну патне çитеççĕ. Каялла килнĕ чухне Эльмен урамĕ урлă иртсе каяççĕ. 44-мĕш, 46-мĕш, 47-мĕш маршрутсем Энтузиастсен урамĕпе кăна çÿреççĕ. Троллейбуссемпе утă уйăхĕн 13-мĕшĕччен çав урампах «Çăкăр завочĕ» чарăну патне çитме пулать

12+
23 просмотра
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии