Цифра мелĕпе ĕçлеççĕ
Чăваш Енре цифровизаци ăнăçлă пурнăçланать. Ку ĕçе хăвăртрах тума пулăшать тата чылай çăмăллатать. Спорт тытăмĕнче те цифра мелĕпе тухăçлă ĕçлеççĕ. 2030-мĕш çул тĕлне Чăваш Енри спорт тытĕмĕнчи пулăшусене 100 проценчĕпех электронлă майпа илме май пулĕ. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулти кăтартусемпе Чăваш Республикин спорт министрĕ Василий Петров тунтикунсерен Правительство çуртĕнче иртнĕ ларура паллаштарчĕ. Кăçалхи нарăс уйăхĕнчен пуçласа республикăри тата муниципаллă спорт учрежденийĕсем «Манăн спорт» ятлă автоматизациленĕ информаци тытăмĕнче ĕçлеме пуçланă. Ăна «Физкультурăпа спорт» патшалăх информаци тытăмĕн платформинче йĕркеленĕ. Унта спортсменсем тата сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем кирлĕ информаципе паллашма пултараççĕ. Цифра мелĕпе ĕçлени кăтартусене тӳрех пĕр тытăма упрама май парать. Пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа патшалăх пулăшăвĕсем паракан пĕрлехи порталта спорт разрядне илме тата «Спорт мастерĕн кандидачĕ» разряда илме документсем пама та май пулĕ. Тренерсемпе судьясем те квалификаци категорине илмешкĕн кунтах документсене тăратма пултараççĕ. Цифра мелĕпе ĕçлени ĕçри йывăрлăхсене тӳрех тупса пама пулăшать. Çапла майпа чылай ыйтăва вырăнтах татса параççĕ. Педагогсем те вĕрентӳ платформисенче пĕлӳ пухни пĕлтерĕшлĕ. Анчах кăлтăксемсĕр мар. Спорт учрежденийĕсене информаци инфратытăмĕпе тата хальхи автоматизациленĕ ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтересси уксахлать. Ыйтăва татса пама 2022-мĕш çулта республика бюджетĕнчен 17 миллион тенкĕ уйăрнă. Укçа-тенкĕпе 151 компьютер туянма палăртнă. Канашлура Цифра трансформацийĕн центрĕн ĕçне тишкерсе хакларĕç. Михаил Ноздряков палăртнă тăрăх, центрăн халĕ хăй укçа-тенкĕ ĕçлесе илесси çинчен те шухăшламалла