Синкерлĕ лару-тăрăва хатĕр
Приморье тăрăхĕнче икĕ пин çурă гектар вăрман çуннă. Пушарсене сӳнтерме синкерлĕ лару-тăру министерствин ĕçченĕсем мĕн пур вăйне хураççĕ. Чăваш Енре ун пек инкексем пулман-ха. Çапах та çут çанталăк пулăмĕсене пула сиксе тухакан кĕтменлĕхсенчен халех асăрханма, хатĕрленме тĕллев лартнă республикăра. Ку енпе ятарлă комисси ларăвĕ те иртрĕ. Вăрманта пушар тухасран, вĕсем вăй илесрен асăрханса тĕрлĕ хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнса ĕçлесси тĕпре тесе палăртрĕç канашлура. «Вăрмансене упрасси» тата «Экологи» проектсемпе килĕшӳллĕн вăрмансен лаптăкĕсене пысăклатма пăхса хăварнă. Каш-кашласа ларакан йывăçсем ытларах чухне çынсен айванлăхне пула çунаççĕ. «Эпир кашнинчех çакăн çинчен калатпăр, çапах та çулсерен ку çивĕч ыйту çав шайрах. Явап тыттармалла, пысăк штрафсем тӳлеттерме пуçласан никам та шашлăк тунă хыççăн кăвайта сӳнтермесĕр хăвармасть, çӳп-çап купине те пахча таврашĕнче чĕртсе аппаланмасть. Çирĕп йĕрке пулмалла», – терĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев. Типĕ курăка пула пĕлтĕр пушар тухнă 87 тĕслĕх шута илнĕ. Ку енпе республикăра 2020-мĕш çулта саккун йышăннă. Унпа килĕшӳллĕн 2 000 тенкĕрен пуçласа 3 000 тенкĕ таран штраф тӳлеттереççĕ. Пĕр-пĕр должнăç йышăнакан çыннăн 6 000 тенкĕрен пуçласа 15 000 тенкĕ таран укçа кăларса памалла. Предприяти-орагнизацисен штрафĕ – 150 000 тенкĕрен пуçланать. Енчен те вĕсем йĕркене тепĕр хутчен пăснă пулсан, штраф виçи çулталăкра ӳссе пырать. Çавăн пекех ятарлă комиссире кăçалхи ейӳ тапхăрне хатĕрленес ыйтăва сӳтсе яврĕç. Хуçасăр гидротехника сооруженийĕсен – вĕсен шучĕ республикăра 108 – кĕçех яваплисене палăртĕç. Вĕсене сăнаса, тĕрĕс усă курмалла. Çĕр ишĕлес хăрушлăх, шыва кĕрекенсене кану вырăнĕсемпе тивĕçтерес ыйтусем шăпах çак гидротехника сооруженийĕсемпе çыхăннă. Çавăнпа та вырăнти хăй тытăмлăхсене палăртнă «çул-йĕр карттипе» тĕллевлĕ ĕçлеме хушрĕ республика пуçлăхĕ. Регина Кубайкина, Юрий Марков