Раççей ялавне хăпартаççĕ

Республикăра çамрăк ăрăва çар ĕçне хăнăхтарас тата çĕршыва юратма, хисеплеме вĕрентес тĕллевпе чылай ĕç-пуç йĕркелеççĕ. Çакна шкул саккинченех пуçлаççĕ. Республикăри шкулсенче Раççей ялавне хăпартас тата гимн шăрантарас ĕç йĕркеленет. Патриотла воспитани ачасене пурнăçра хăйсен вырăнне тупма, сывă пурнăç йĕркине пăхăнма, вĕренӳре те çитĕнӳсем тума майсем уçса парать. Çакна Çĕнĕ Шупашкарти Совет Союзĕн паттăрĕ Михаил Кузнецов ячĕллĕ кадет лицейĕнче вĕренекенсем те аван пĕлеççĕ. Çавăнпах Раççей ялавне çĕклес ĕçе те хастар хутшăнчĕç. АНАСТАСИЯ МАЗУРОВА: «Паян Çĕнĕ Шупашкарти кадет лицейĕнче эпир гимн юрларăмăр, ялав хăпартрăмăр. Çак мероприятине эпир йăлана кĕртесшĕн. Çавăн пек мероприятисем пире тăван çĕршыва юратма, хисеплеме вĕрентеççĕ». Палăртса хăвармалла, çĕнĕ вĕренӳ çулĕнчен Патшалăх ялавне çĕклессине республикăри кашни шкултах йăлана кĕртес тĕллевлĕ

12+
72 просмотра
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии