Çул çӳрев йĕркине пăсакансене тытнă

Нумаях пулмасть «Шупашкар-Сăр» çул çинче синкерлĕ авари сиксе тухнă. «Chevrolet Lacetti» «Chevrolet Niva» хире хирĕç пулса çапăннăччĕ. Ют çĕршыв автомобилĕн рулĕ умĕнче пулнă 40 çулти хĕрарăм тӳрех сарăмсăр вилнĕ, çумри тепĕр 3 çын йывăр аманнă. Авариллĕ лару-тăру тунăшăн 43 çулти водителе айăплаççĕ, унпа пĕрлех икĕ çултан аслăрах ачи те аманнă. Пушар тухса «Lacetti» çунма пуçланă, иртсе çӳрекен водительсем сӳнтерсе ĕлкĕрнĕ. Çавнашкал синкерлĕ лару-тару сиксе ан тухтăр тесе çул çӳрев хăрушсăрлăхĕн инспекторĕсем час-часах рейда тухаççĕ. Тĕрĕслев вăхăтĕнче çĕнĕ йышши техникăпа анлă усă курма тăрăшаççĕ. РЕГИНА КУБАЙКИНА: «Çул çӳрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн ĕçченĕсем рейдра халĕ квадрокоптерпа усă кураççĕ. Вĕсем йĕркене пăсакан автомобилистсене асăрхасанах «вăрттăнлăхра тăракан патрульсене асăрхаттараççĕ». 100 метр çӳлелле тӳпене хăпарсанах квадрокоптер çул çӳрев йĕркине пăсакан автомобилистсене асăрхарĕ. Тӳрех темиçе çухрăмра вырнаçнă вăрттăн сăнав экипажне йĕркесĕрлĕх çинчен хыпарлаççĕ. Владимир Бахмисов тӳрех автомобиле чарма васкать. Кăвак чаплă машина водителĕ ытла васканипе газельпе çӳрекенĕн çулне касса кайнă. Çывăхри «учхоза» каяканскер, ял хуçалăх техникине турттараканскер, навигаторпа çула тĕрĕслесе пыни тепĕр водителе килĕшмен – ытла мăран пынă пек туйăннă. – Манăн яла каймалла. Эпĕ пурне те пĕлместĕп. Эпĕ лăпкă хам çулпа пынă. Кăвак машинăпа пыракансере 5 000 тенкĕ штраф пачĕç. Тепĕр каччă вара пысăк хăвăртлăхпа çӳреме юратать пулмалла. Çапах та мĕнле автошкулта вĕреннине тата хăçантанпа руль умне ларнине журналистсене калама килĕшмерĕ. Паян ăна та 5 000 тенкĕ штраф пачĕç. Хăйĕн айăпне йышăнчĕ вăл. Çитес вăхăтра патшалăх çăмăллăхĕсемпе тивĕçтерекен порталта штрафа йӳнĕрех хакпа тӳлеме пулать. Игорь Кольцов вара йĕркене пăсмастăп çул çинче, çапах та эпĕ «Нивăпа» пынипе-ши мана чылай чухне иртсе кайма васкаççĕ тет. ИГОРЬ КОЛЬЦОВ: «Таçта васкаççĕ. Ăçтан пĕлетĕп эпĕ». Хĕвеллĕ çанталăкра пахчари ĕçсене пурнăçлас хаваслă кăмăлпа Василий Харитонов та çула тухнă. Йывăç тĕмĕсĕм, çĕр улми тиенĕ. Пĕр сехетре 65 çухрăмпа пыраканскер тепĕр водителе питĕ чăрмантарнă иккен. Лешĕ ăна хĕсĕрленĕ. Çапах та тĕрĕслĕх çиеле тухрĕ тесен те йăнăш пулмĕ. ВАСИЛИЙ ХАРИТОНОВ: «Юман кайса лартасшăн, пахчаран кăлартăм та. Руль умĕнче 1975-мĕш çултан çӳретĕп». «Шупашкар – Сăр» çулпа çӳрекенсем икĕ сехет рейд пынă вăхăтра самай инспекторсен аллине çакланчĕç. Чылайăшĕ çул çӳрев йĕркине çирĕп пăхăнса çӳренине пĕлтереççĕ. ЮРИЙ ПЛАТОНОВ: «Вĕренме япăх вĕренеççĕ пуль тетĕп эпĕ». – Хăвăр çамрăк вăхăта аса илсе пысăк хăвăртлăхпа çӳреме юраратр-и вара? – Çук, 70-80-ран ытлашши çӳрекен çын мар. Çул çӳрев хăрушсăрлăхĕн инспекторĕсем авари сăлтавне ытларах водительсем пĕр-пĕрне çул паманнинче, ӳсĕрле руль умне ларма хăраманнинче кураççĕ. ВЛАДИМИР БАХМИСОВ: «Водителĕн дисциплина, хăвăртлăх та питĕ вăйлă витĕм кÿрет. Çул çÿрев хăрушсăрлăхне асăрхамаççĕ. Çул çине пăхмасăрах çӳресе, васкаса тухса нумай аварисем сиксе тухаççĕ. Ӳсĕрле çӳреççĕ. Шут илмест çул çинче мĕн пулса иртнине». ЕВГЕНИЙ АНДРЕЕВ: «Çакăн пек коптерсене усă курни, ман шутпа, квадрокоптерсем çинче водительсене асăрхаттарать пуль тесе шутлатăп. Инспекторсене çул çинче ĕçленĕ вăхăтра пулăшса пырать тесе шутлатпăр». Рейдсенче квадрокоптерпа усă курни йĕрке хуралçисемшĕн çĕнĕлĕх мар, 2017-мĕш çултанпа çак меслете анлă пурнăçа кĕртеççĕ. Автомобилистсем йĕркене пăсса хирĕçле çул çине тухнине шута илнĕ тĕслĕхсем республикăра кунсерен 10 таран çитнĕ. Çулталăк пуçланнăранпа 333 авари пулнă, вĕсенче 35 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Регина Кубайкина, Игорь Зверев

12+
27 просмотров
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии