Паллă ентешпе паллашрĕç
Чăваш халăх культуришĕн, литературишĕн, халăхĕшĕн тăрăшнă хăюллă ĕмĕт-тĕллевлĕ Тани Юн актрисăн кун-çулĕ ĕмĕрлĕхех историре çырăнса юлнă. Вăл ӳкерĕннĕ «Сарпике», «Хура Юпа», «Апайка» кинофильмсене Америкăра, Египетра, Германире те кăтартнă. Халăхăн пултаруллă хĕрне, унăн ырă ĕçне чăвашсем паянхи кун та сума сăваççĕ, пысăка хурса хаклаççĕ. «Тăван ятсем» проект йĕркелӳçисем, шăпах та, паллă ентешĕмĕрсеме çывăхрах паллашма пулăшаççĕ. Шупашкарти 1-мĕш гимназинче ăс пухакансем Тани Юн пултарулăхĕпе, кун-çулĕпе тĕплĕн паллашрĕç, викторинăна та хутшăнчĕç. Етĕрне районĕнчи нумай ачаллă çемьере çуралса ӳснĕ Тани Юн физкультура учителĕ пулнă, анчах та шăпа кинопа театр тĕнчине илсе çитерет. Унтах вăл хăйĕн мăшăрĕпе, Чăвашкиностуди йĕркеленĕ Иоаким-Максимов Кошкинскийпе паллашать. Вăхăт иртнĕ май Тани Юн пирки пĕтĕм çĕршывĕпе калаçма тытăннă. Çакна Шупашкарти 1-мĕш гимназинче ăс пухакансем, шăпах та уçă урок вахăтĕнче пĕлчĕç. ПОЛИНА ЯКОВЛЕВА: «Малтан эпĕ ун пирки нимĕн те илтмен, паян вара эпир нумай интереслĕ информаци ун пирки илтрĕмĕр». «Тăван ятсем» проект йĕркелӳçисем хамăр тăрăхра пурăнакан Тани Юн тăванне те тупнă. Светлана Березкина паллă актрисăн пĕртăванĕн ачи. Унпа вăл 12 çулта пĕрремĕш хут паллашнă. Тани Юн ăна тӳрех хăйĕн ăс-тăн çивĕчлĕхĕпе, тăрăшуллăхĕпе, пултарулăхĕпе тыткăнланине аса илет Светлана. Шкул ачисемпе хутшăннă май вăл тата кăсăклă хыпарсемпе те паллаштарчĕ. Каярах вара ачасем викторина ыйтăвĕсене тишкерчĕç. ЛЮДМИЛА СЕМЕНОВА: «Çак викторинăна çырнă чухне эпĕ Тани Юн çырнă кĕнекене тупрăм, чăвашла, хăй аллипе çырнă кĕнекене. Çавна тĕпĕ-йĕрĕпе вуласа тухрăм, чарăнаймасăр, чăнах та. Унăн пурнăçне пĕлме çăмăл мар. Ун пирки илтнĕ пулсан та. Вăл тĕрмĕре ларнă вăхăтсене каласа парать. Тата пĕлнĕ çынна та ĕнтĕ çавăн пек аса илӳсенчен урăхла куçпа пăхса пĕлетĕн. Çавăнпа çĕнĕлĕх вĕçех пулчĕ темелле». «Тăван ятсем» проектпа килĕшӳллĕн шкул ачисем çулталăк вĕçленичченех паллă та мухтавлă ентешсемпе паллашĕç