Чăваш Енри 2 зоокĕтес лицензие тивĕçнĕ

Кăçалтан Раççейре зоопарксене, цирксене, океанариумсене çĕнĕ йĕркепе ĕçлеттермелли саккунсем вăя кĕнĕ. Халĕ Раççей ял хуçалăх сăнавĕн тĕрĕслевĕ урлă тухнисем çеç хăйсен ĕçне малалла тăсма пултараççĕ. Ку енпе Чăваш Енри икĕ зоокĕтес лицензи илме пултарнă. Çак документ чӗрчунсене йĕркепе çирĕплетнĕ пек пăхнине ҫирӗплетет. Лицензие тивĕçнĕ зоокĕтессем Чăваш Енре ăçта вырнаçнă? Ыйтăва Юлия Адюкова репортер уçăмлатĕ. Кролик, палан, упа, верблюд тата ытти хăйне евĕрлĕ чĕрчун. Ҫӗнӗ Шупашкарти Тӗкӗрҫ ращинчи зоопарка ачасем çеç мар, аслисем те хаваспах çÿреççĕ. Татьяна Федорова та çемйипе пĕрле хĕллехи вăхăта кунта ирттерме кăмăллать. ТАТЬЯНА ФЕДОРОВА: «Пире кунта питĕ килĕшет. Кунта чĕрчун питĕ нумай, питĕ хитре чĕрчунсем кунта. Эпир кунта, паллах, малтан килеймен, вара халь килсе кăтартас терĕмĕр чĕрчунсене, мĕншĕн тесен пĕртте вĕсем кунта пулман, вĕсене питĕ интереслĕ çакăн пек чĕрчунсене курма». Нарăс уйăхĕнче зоокĕтес чĕрчунсене тытма ирĕк паракан лецензие тивĕçнĕ. Çак документ Потап ятлăскер упа та, Марал палан та, тата ытти чĕрчун вырăнĕ те куракансемшĕн хăрушсăр пулнине çирĕплетет. Кунта тăрăшакансем тĕрлĕ ĕç-пуç пурнăçласа пыраççĕ, сăмахран, чĕрчунсем пурăнакан читлĕхсене йĕркепе килĕшÿллĕн тытаççĕ, йывăçран тунă конструкцисене дезинфекци краскипе сăрлаççĕ тата ытти те. Малашне те зоолапама çĕнетсе, аталантарса пыма палăртаççĕ. Шупашкарти Андриян Николаев ячĕпе хисепленекен паркри «Ковчег» зоокĕтес – лизенцие тивĕçнĕ Чăваш Енри иккĕмĕш лапам. Вăл 2010 ҫултанпах ӗҫлет. Унта халӗ 150 ытла чӗрчунпа 40 ытла кайӑк-кӗшӗк пур. Лизенцие тивĕçнĕ зоопаркра вăй хуракансем çирĕп йĕркене пăхăнса ĕçлеççĕ. Сăмах май, чĕрчунсем пурăнакан читлĕхсене таса та хăтлă тытса тăнипе пĕр танах вĕсен температурине те тимлĕхре тытаççĕ, унсăр пуçне кашни чĕрĕ чунăн апат-çимĕçĕн ветеринари сертификачĕ пур иккен. Çĕнĕ йĕрке вăя кĕни хăрушсăрлăх ыйтăвĕн пĕлтерĕшне ÿстерет, эппин чĕрчунсем лайăх условисенче пурăнĕç, вĕсен хуçисем вара яваплăрах ĕçлĕç. Юлия Адюкова, Валерия Егорова, Семен Антонов, Никита Павлов

12+
17 просмотров
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии