Добавить
Уведомления

IТ-специалистсемпе йĕркеленĕ тĕлпулу

IT-тытăма аталантарасси, пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелесси, услам ĕçне тытса пыма кирлĕ майсем туса парасси. Çак тата ытти ыйтăва регион ертӳçи Олег Николаев «Чăваш Республикин IТ-кластер» пĕрлешĕвĕн пайташĕсемпе йĕркеленĕ тĕлпулура тишкерчĕ. «Чăваш Республикин IТ-кластер» пĕрлешĕвĕ 2018 мĕш çулта йĕркеленнĕ. Çак тапхăрта унăн пайташĕсем тĕрлĕ кăсăклă проект пурнăçа кĕртнĕ, анчах ку çителĕклĕ мар. Çавра сĕтел тавра калаçнă май, Олег Николаев кластер ĕçне тивĕçлĕн йĕркелесе пыма, аталантарма ыйтрĕ. Ку тытăмра хальхи вăхăтра çивĕч ыйту та сахал мар. Калапăр, тивĕçлĕ кадрсем çитмеççĕ. Çак ыйтăва татса парас тесен ачасемпе вăтам классенченех ĕçлемелле, IT-стартапсем йĕркелемелле. «Чăваш Республикин IТ-кластер» пĕрлешĕвĕ ытти регионсен шайĕнче палăрма пултартăр тесен IТ-компанисен тĕп специализацине, тĕллевĕсене çирĕплетмелле. Тĕлпулăра палăртнă шухăшсене ăша хывса специалистсем малашлăхра çĕнĕ хавхаланупа ĕçлес кăмăллă

12+
22 просмотра
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии