Ыйтăва куçран вĕçертмеççĕ
Шупашкарта Олимп резервĕн 2-мĕш спорт шкулĕнче роликлă йĕлтĕрпе ярăнма май паракан трасса тăваççĕ. Унта сăнав хатĕрĕсем пулаççĕ, çула искусствăлла майпа çутатаççĕ. Тăватă çухрăма тăсăлакан объекта федерацин адреслă инвестици программине кĕртме пултараççĕ. Кун пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаевпа Раççей Федерацийĕн спорт министрĕ Олег Матыцин хĕллехи спорт центрĕн ĕç-хĕлĕпе паллашнă чухне калаçрĕç. Ку центра 2014-мĕш çултах тума пуçланă. Администраци тата хăна çурчĕ пур та ĕнтĕ. Комплекс пĕтĕмĕшле ĕçлесе кайтăр тесен йĕлтĕр çулĕ кирлĕ. Ку енпе пĕлтер çĕнĕрен проектпа смета хучĕсем хатĕрленĕ. Вăл экспертиза тухнă. Кирлĕ хутсене хатĕрленĕ чухне вырăн хăйне евĕрлĕхе те, тĕрлĕ шайри ăмăртусем ирттерме май пулмаллине те шута илнĕ. Биатлон, йĕлтĕр тупăшăвĕ, конькипе ярăнасси, фристайл – пурне те пăхса тухнă. Кунтах велосипедпа та çӳреме пулĕ. Сывлăх енчен хавшакраххисем те спортпа туслашма пултараççĕ. «Ку центр Чăваш Республикине çеç мар, çĕршыва та кирлĕ. Çавна май ятарлă йĕлтĕрпе ярăнмалли трассăна, комплекса хута ярассипе эпир те çине тăрса ĕçлĕпĕр», – терĕ Раççейри спорт министрĕ Олег Матыцин. Çавăн пекех хăна Чăваш Енре спорта аталантарассипе нумай ĕçленине, кăтартусемпе республика çĕршывра малтисен ретĕнче тăнине палăртрĕ. 2023-24-мĕш çулсенчи инвестици программине кĕрсен федераци хыснинчен укçа илме те май пур. Алина Сусметова, Дамир Хантимиров, Павел Иритков