«Хăрушлăхсăр хула» усăллăхĕ

«Хăрушлăхсăр хула» программа çĕршывра пĕрремĕш çул кăна ĕçлемест. Чăваш Енре çак проекта еплерех пурнăçа кĕртеççĕ-ха, унăн тĕп тĕллевĕсем еплерех? Аталану çулĕ еплерех? Халăхшăн мĕнпе вăл усăллă? Çак тата ытти пĕлтерĕшлĕ самантсене тӳрĕ лини вăхăтĕнче уçăмлатма тăрăшрĕç. Кирек епле тытăмра та хăрушсăрлăх йĕрки малти вырăнта пулмалла. Çул-йĕр, экологи тытăмĕ-и, комуналлă хуçалăх е халăх йышлă пурăнакан вырăн-и. Кашни тытăмра йĕркене пăснине пăхса тăма видеосăнав хатĕрĕсем кирлĕ. Шăпах асăннă программăпа килĕшӳллĕн халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтерме те ансатрах пулĕ. Йĕрке пăснă тĕслĕхсене тӳрремĕнех видеосăнав урлă тишкерме май пулĕ те. Тĕслĕхрен, çул çинче синкерлĕ лару сиксе тухать-и, е лавккана вăрă-хурах çаратать-и? Йĕрке хуралçисем тӳрех «Хăрушлăхсăр хула» камерисене пăхса саккуна пăсакансене палăртма пултарĕç. Çакă ĕçе ансатлатĕ. Пĕтĕмĕшле хальхи вăхăтра республикипе 3 000 ытла видеосăнав хатĕрĕсем ĕçлеççĕ. «Çитес вăхăтра халăх нумай пухăнакан вырăнсенче, картишсемпе çулсем çинче хушма видеосăнав камерисем вырнаçтарĕç», – палăртрĕç тӳрĕ лини вăхăтĕнче

12+
4 просмотра
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии