Ташлакансем те хавхалантараççĕ
Краснодар, Ставрополь тăрăхĕсем, Белгородпа Тамбов тата Воронеж облаçĕсем. Чăваш Ен те «Эпир – Раççей» ташă флешмобĕн эстафетине хутшăнчĕ. Саратов облаçĕнчен йыхрав йышăнчĕ. Ăна Украинăра иртекен ятарлă операцие хутшăнакан çар çыннисене хавхалантарас тĕллевпе йĕркеленĕ. «Эпир – Раççей» акцие хутшăнакансем харпăр хăй регионĕнче вырăнти кĕвĕ-ташăпа паллаштараççĕ. Çар çыннисене хавхалантармалла флешмоба старт параканĕ – Ростов облаçĕ. Вĕсем пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче Краснодар тăрăхĕпе Воронеж облаçне эстафетăна йышăнма ыйтрĕç. Ташлакансем çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин каланă: «Раççей çарĕн салтакĕсен паттăрлăхĕн национальнăçĕ çук, эпир Раççейĕн пĕрлештернĕ халăхĕ. Çĕршыври кашни çын – тĕрлĕ халăхлă, вăйлă, мăнаçлă Раççейĕн пĕр пайĕ», – тенине мала кăлараççĕ. Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн артисчĕсем аякра юлмарĕç. Чăваш кĕввипе хусканусем тăваççĕ вĕсем. Ку акци ташă чĕлхи те пурне те пĕрлештерме пултарнине, вырăс халăхĕн вăйне кăтартать. Эстафетăн тĕп палли – латинла Z саспалли