Добавить
Уведомления

Ертӳçĕ пулас тесен

Ертÿçĕ пулас килет-и? Апла пулсан тупăшăва хутшăнма хатĕрлен. Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче республика «Ертӳлĕх ушкăнĕ» конкурс пуçланчĕ. Унта çĕнтерекенсем валли министерствăсемпе ытти влаç тытăменче ĕçлеме çул уçăлать. Конкурса камсем хутшăнма пултараççĕ? Малалла – тĕплĕнрех каласа парăпăр. «Ертӳлĕх ушкăнĕ» конкурс пултаруллă та тăрăшуллă, пуçару тума ăнтăлакансен ăсталăхĕпе хастарлăхне палăртма пулăшать. Чăваш Енре вăл 2020-мĕш çултанпа иртет. Ку таранччен унта пин ытла çын хутшăннă. АНАСТАСИЯ КИРИЛЛОВА: «Управлени команди республикăра 3-мĕш хут иртет. Конкурсăн тĕп тĕллевĕ – ăсталăхлă управленецсене тупса палăртасси. Вĕсем социаллă пурнăçпа экономика трансформацийĕн хальхи условийĕнче ĕçлеме тата ытти пултаруллă проектсене пурнăçа кĕртме пулăшаççĕ». Конкурсра тĕрлĕ предприятире ертӳçĕ тивĕçĕнче 3 çулран кая мар тăрăшнă 55 çул тултарман ĕçченсем тупăшма пултараççĕ. Паллах, аслă пĕлӳ пулмалла. Конкурсра тупăшас кăмăллисен lider.cap.ru сайтра авăн уйăхĕн 13-мĕшĕччен регистрациленмелле. Заявка тăратсанах конкурсçăсем патне тест тухмалли çинчен пĕлтерӳ килет. Авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнчен тупăшусем пуçланаççĕ. «Ертӳлĕх команди» конкурсăн юлашки тапхăрне 25 çынна суйласа илĕç. АНАСТАСИЯ КИРИЛЛОВА: «Конкурс çĕнтерӳçисене Чăваш Республикин управлени кадрсен резервне кĕртĕç. Çакă вĕсене малашне республикăри патшалăхăн тухăçлă управленине кĕме май парать. Иртнĕ çулсенчи конкурс çĕнтерӳçисене Чăваш Республикин ĕç тăвакан влаç органĕсене тата вĕсене пăхăнса тăракан организацисене хальхи вăхăтра управлени должноçĕсем йышăнакан темиçе финалист тата вĕсене пăхăнакан темиçе финалист должноçĕсене уйăрса пама пулать».

12+
38 просмотров
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии