Добавить
Уведомления

Асăрхануллă пулмалла

Çуллахи шăрăх кунсем чылай çынна юхан шыв хĕррине илĕртеççĕ. Анчах, хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнманни савăнăçлă вăхăта инкекпе улăштарма пултарать. Çулталăк пуçланнăранпа Чăваш Енре 18 çын путса вилнĕ, вĕсенчен 3-шĕ – ача. Шыв-шур çинчи хăрушсăрлăх йĕркине асăрхаттарас тĕллевпе республикăра ятарлă рейдсем ирттереççĕ. Вĕсенчен пĕринче Юлия Адюкова пулчĕ. Кану тапхăрĕнче шăпăрлансем хăйсене ирĕклĕ туйса тимлĕхе çухатма пултараççĕ. Çавăнпа та çуллахи вăхăтра вĕсене куçран вĕçертме те, пĕччен хăварма та сĕнмеççĕ специалистсем. Юхан шыв, кӳлĕ хĕррине кайнă чухне вара ачасен çеç мар, аслисен те асăрхануллă пулмалла. СЕРГЕЙ МАРКЕЛОВ: «Ачапа çӳренĕ чухне питĕ кăмăллă, çакăн пек çанталăкра, питĕ паха. Çак туса панă япаласене усă курмалла, паллах. Ачана эпĕ алăран вĕçертмес ытлашши, шыв вăхăтĕнче. Шыв хĕрринче хăратать çавах, тем пулмаллăх та пур». Статистика кăтартнă тăрăх, инкексен ытларах пайĕ шыва кĕме юраман çĕрте чăмпăлтатнине е эрех-сăра сыпнине пула тухать. Шупашкарта та хăрушсăрлăх йĕркине уямасăр канакан самай. Хăшĕ-пĕриншĕн «Шыва кĕме юрамасть» тени те чăрмав мар. Рейд ирттернĕ вăхăтра йĕркерен пăрăнма хăтланакан кашни çынпах калаçу ирттерчĕç. Ирĕк паман çĕрте шыва кĕрекенсене вара 1000 тенкĕ штраф парса явап тыттараççĕ. ЕКАТЕРИНА ИВАНОВА: «Манăн 2 хĕрпĕрчи. Пĕри 10-ра, тепри 7-ре. Пĕчĕкрен ишме пĕлеççĕ вĕсем. Пăхатăп вĕсене, йĕркеллĕ вĕç пултăр. Эпир килте ачасемпе калаçатпăр, каласа паратпăр, мĕнле шыва кĕмелле». Аса илтеретпĕр, Чăваш Республикинче пĕтĕмпе 13 пляж тата 123 шыва кĕмелли вырăн хатĕрленĕ. Вĕсене водолазсем тата ытти специалист тĕрĕсленĕ. «Шывăн турачĕ çук». Çак каларăша кашниех асра тытма тата çирĕплетнĕ йĕркесене пăхăнма тивĕç. Юлия Адюкова, Николай Скворцов

12+
16 просмотров
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии