Çавра сĕтел йĕркелĕç

Çĕртме уйăхĕн 23-24-мĕшĕсенче Чăваш Енре «Шалти туризмăн эри: инфратытăм, мастер план, экномика» ятпа çавра сĕтел иртĕ. Çак йышăнăва туризм комитечĕн ларăвĕнче çирĕплетрĕç. Палăртнă сӗнӗве Чӑваш Ен Тутарстан ертӳçисемпе, Правительствипе тата Раççейри туризм корпорацийӗпе пĕрле хатӗрленӗ. «Çавра сĕтел» теми хальхи вăхăтшăн питĕ çивĕч. Унта туризм инфратытăмĕ тата ăна аталантарас енĕпе патшалăх тĕревне тивĕçесси, чи лайăх практикăсем çинчен сăмах пулĕ. Регионсен шайĕнчи шыв çийĕн Шупашкарпа Хусан хушшинче çӳрекен «Валдай» карапсен маршручĕпе паллаштарĕç. Дискусси лапамне федераллă спикерсемпе экспертсем хутшăнĕç. Вĕсем Атăл юхан шывĕ хĕрринче вырнаçнă хуласен туризм инфраструктурин хăйне евĕрлĕхĕ çинчен хăйсен шухăшĕсене пĕлтерĕç

12+
30 просмотров
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии