А. Кокеле сума суса — пленэр иртрĕ
Чăваш ӳнерçисенчен академи пĕлĕвĕ илнĕ пĕрремĕш çын – Алексей Кокель. Вăл Патăрьел районĕнчи Турханта 1880 çулта çуралнă. Нумай çул Харьковра ĕçлесе пурăннă. Çуралнă кĕтесĕнчен пин-пин çухрăм аякра пурăннă пулин те, Кокель пултарулăхĕнче чăвашлăх паллă вырăн йышăннă. Сумлă ентешне халалласа патăрьелсем çулсерен пленэр йĕркелеççĕ. Кăçалхипе вăл 15-мĕш хут иртрĕ. Патăрьелĕн ешĕл, мăнаçлă уй-хирĕсем, куçа илĕртекен чечексем, çак асамлă тавралăхра пурăнакан çынсем. Беларуç Республикинчен, Мускавран, Питĕртен, Мордваран тата ытти çĕртен килнĕ 13 ӳнерçĕ ĕçĕнче шăпах пленэр кунĕсенче калăпланă сăнарсене курма пулать. Григорий Федьков тахçантанпах Турхан тăрăхне килме палăртнă иккен. Кăçал тинех çутă ĕмĕчĕ пурнăçланнă. «Тарават, ырă кăмăллă чăвашсенчен, пленэр мĕнле çӳллĕ шайра иртнинчен тĕлĕнсе пĕтерейместĕп», – тет вăл. ВЛАДИМИР ВАСИЛЬЕВ: «Тĕнчере илемлĕ Чăваш Ен, илемлĕ те тараватлă, ĕçчен чăваш халăхĕ пулни çинчен, унăн тĕлĕнмелли ӳнер искусстви пурри çинчен, тĕлĕнмелле хăватлă чăваш Алексей Афанасьевич Кокель пуçласа янипе 110 çул çитнипе пĕтĕм тĕнчипех, Раççейĕпе, Беларуçпе пĕлĕç». Кăçал тепĕр 13 этюдпа, ӳкерчĕкпе пуянланчĕ пленэр пухмачĕ. Пурĕ вара 15 çул хушшинче 180 ытла ĕç пухăннă. Куçса çӳрекен куравпа Турхан шкулĕнче, унтан Халăхсен туслăх çуртĕнче паллашма май пулĕ. Паллă ӳнерçĕсем çулсерен хăйсен ĕçĕсене Турхантах хăварса пыраççĕ. Çак хаклă тупрана пĕр çĕре пухса упрас, куракан умне кăларас шухăшпа пурăнаççĕ пленэр йĕркелӳçисем. Кашни ĕç Алексей Кокель ятне сӳнме паман хаклă пуянлăх.