Черетлĕ пулăшу çула тухрĕ
Луганск тата Донецк халăх республикисенче пурăнакансене тĕрлĕ енлĕн пулăшма тăрăшаççĕ. Общество организацийĕсем, предприятисем, ырă тăвакансем ку таранччен 258 тонна пулăшу янă. Хальхинче инкеке лекнисене пулăшма Чăваш Енри предприятисем 20 тонна продукци хатĕрленĕ. Пысăк тиевлĕ машин çывăх вăхăтра вырăна çитĕ. Ырă ĕç тăвакансем хут курупккасене тирпейлĕн, кирлĕ пек шайлаштарса тиеççĕ. Унсăрăн вĕсем вырнаçмĕç, уçăлса тăкăнас хăрушлăх та пур. Пысăк тиевлĕ машинăна çăнăх-кĕрпе, ĕçмелли шыв тата ытти часах пăсăлман апат-çимĕç тултарчĕç. Пулăшу аллине республикăра пурăнакан кашни çынах тăсма хатĕр. ЛЕОНИД ЧЕРКЕСОВ: «Чăнах та, калас килет – çак пулăшу пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн парти Донбаса виççĕмĕш машина ярать. Татах та эпир ярасшăн, хатĕрлентепĕр. Çакăнта ĕнтĕ питĕ кирлĕ апат-çимĕç, ачасем валли теттесем тата ытти кирлĕ япаласем пуçтартăмăр. 20 тонна çак машина илсе çитерет. Пирĕн парти «Единая Россия» çак пулăшăва яланах хавас кăмăлпа хутшăнать». Пуçтарнă таварсене Луганск тата Донецк халăх республикисенче пурăнакансене валеçсе парĕç. Иван Малыгин Донбаса виççĕмĕш хутчен çула тухать. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕ Леонид Черкесов водителе ырă çул пиллерĕ. Ырă тăвакансен сăваплă ĕçне предприятисемпе организацисем, влаçра тăрăшаксанем, Чăваш Енре пурăнакансем тата та хутшăнма палăртаççĕ. Елизавета Цветкова, Георгий Кривошеин