П. Хусанкай çуралнăранпа 115 çул çитрĕ
Вилĕмсĕр йĕркесем шăрçаланă, совет литературине куçарнă чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай çуралнăранпа кăçал 115 çул çитрĕ. Çак паллă пулăма халалласа Хусанти халăхсен туслăх çуртӗнче уяв каçĕ иртрĕ. Унта Чăваш Ен тата Тутарстан çыравçисен союзӗсен ертӳçисем, журналистсем тата литературăна кăмăллакансем пухăнчĕç. «Сăпка юрри», «Таня», «Аптраман тавраш» тата ытти те. Петр Петрович Хусанкай сăввисемпе поэмисем çулсем иртсен те хăйсен пуянлăхне çухатмаççĕ. Тĕрлĕ регионта çеç мар, чикĕ леш енче те унăн хайлавĕсене аван пĕлеççĕ. Ку ахальтен мар. Шăпах Хусанкай тăрăшнипе чылай халăх чăваш çынни çинчен, унăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен пĕлме пултарнă. ОЛЬГА КУЛИКОВА: «Петĕр Хусанкайăн хайлавĕсем çинче эпир мĕн пĕчĕкрен, ачаран, шкулта вĕреннĕ чухне унăн хайлавĕсене вуласа, киленсе ӳснĕ çынсем. Çак Петр Петрович Хусанкайăн уявне ирттерме шухăшлани вăл питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ, савăнсах килтĕмĕр эпир, чăваш çыравçисем, çак уява». Уяв каçĕнче Петер Хусанкăйăн сăввисемпе юррисене итлесе киленчĕç, унăн пĕлтерĕшлĕ ĕçĕсене асăнчĕç. Паян та Хусанкай тĕслĕхне ăша хывса литературăна малалла аталантаракан Чăваш Енре те, Тутарстанра та сахал мар. ИРИНА ТРИФОНОВА: «Хăйĕн пултарулăхĕпе пысăк эткерлĕх хăварнă, ăна пирĕн упрамалла, ачасене парса пымалла, хамăран культурăна манмалла мар, литературăна та аталантарса пымалла. Çак енĕпе Тутарстанри чăваш çыравçисен союзĕ те ĕçлет, кăçалтан эпир союза çамрăклатасшăн». Петĕр Хусанкай çуралнăранпа 115 çул çитнине халалласа çулталăкĕпех тĕрлĕ пултарулăх ăмăртăвĕ, флешмоб-акцисем ирттерме палăртаççĕ. Юлия Адюкова, Василий Дворников